Раççей халăхĕ хăш чĕлхепе калаçать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:22 Просмотров: 586

Раççейри халăхсем 170 ытла чĕлхе пĕлеççĕ. Вырăс чĕлхипе усă куракансем пуринчен те нумай, акăлчанла калаçакансем иккĕмĕш вырăнта. Çĕршывра пурăнакансем наци чĕлхисене лайăх пĕлеççĕ-и?

Халăхсен тытăмĕ тата йышĕ, вĕсем мĕнле чĕлхепе калаçни пирки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăна тĕп-тĕрĕс кăтартса парĕ.

2010 çулхи çыравра вырăс чĕлхине çĕршывра пурăнакансенчен 85,73 проценчĕ тăван тесе пĕлтернĕ. 137 миллион та 500 пин çын (99,4 процент) унпа калаçнă. Раççейре чи нумай усă куракан вунă   чĕлхе шутне, çавăн пекех, акăлчан (7,57 миллион çын), тутар (4,28 млн), нимĕç (2,07 млн), чечен (1,35 млн), пушкăрт (1,15 млн), украина (1,13 млн), чăваш (1,04 млн), авар (715 пин), армян (661 пин) чĕлхисем кĕнĕ.

Сайра тĕл пулаканни – Енисей тăрăхĕнчи юг чĕлхи. Юлашки çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, унпа пĕр çын çеç усă курни паллă. Çакнашкал сахал тĕл пулакан вунă чĕлхе шутне юит (4 çын), сиреник (5), ороч (8), керек (10), алютор (25), энец (43), чулым-тĕрĕк (44), алеут (45) тата уйльт (47) чĕлхисем кĕреççĕ.

2010 çулта орочсем 596, алеутсем 482 çын шутланнă, вĕсенчен 3-шĕ тата 19-шĕ кăна наци чĕлхине пĕлнĕ. Хальхи вăхăтра 15 908 чукчăран 4563-шĕ тăван чĕлхене пĕлет, эскимоссем – кашни тăваттăмĕш çын (1738 çынран 456-шĕ), коряксем – кашни пиллĕкмĕш (7953-рен 1460-шĕ). Веп чĕлхине вара кашни иккĕмĕш çын пĕлет (5936 çынран 2362-шĕ). Абазинла вырăнта пурăнакансем пурте тенĕ пекех калаçаççĕ (43341 çынран 34699-шĕ).

«Икĕ çул каялла наци чĕлхисене вĕрентессине сÿтсе явнăччĕ. Ун хыççăн вĕрентÿ программисене улăштарнă, тăван чĕлхене пĕлни патшалăхăн наци политикине пурнăçламалли стратеги пулса тăнă. Çапла майпа, Раççейре 2012 çулта 85 чĕлхене шкулсенче вĕрентнĕ пулсан, халĕ – 105. Чĕлхесене аталантарасси икĕ енлĕ пулса пымалла – унпа усă куракансем йышланмалла, ашшĕ-амăшĕн ăна шкулта ачасене вĕрентме хистемелле, – палăртнă этнологипе антропологи институчĕн тĕп ăслăлăх сотрудникĕ, Раççей Обществăлла палатин халăхсен тата Турра ĕненекенсен хутшăнăвне йĕркелекен комиссийĕн председателĕ Владимир Зорин. – Тĕнчере çуллен темиçе çĕр чĕлхе пĕтет. Пирĕн патшалăх мĕнпур чĕлхене упраса аталантарас тесе тăрăшать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ăна тĕплĕнрех те тĕрĕсрех туса пыма май парать».

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика