Яваплăх инкеке асăрхаттарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:23 Просмотров: 647

Манмалла мар: сирĕн кил-çурт хăрушсăрлăхĕ сирĕнтен кăна килет. Уйрăм çурта е хваттере çулăм сиенĕнчен хÿтĕлессишĕн те хуçиех яваплă.

Ахальтен мар ĕнтĕ пушар хуралĕн сотрудникĕсем асăрханулăх правилисем пирки пĕрмаях аса илтерсе тăраççĕ. Апла пулин те хамăр республикăрах инкексем хушăнман кун сайра.

Иртнĕ эрнекун, акă, ирхине ирех районта тепĕр пушар çырăннă. Вăл Вăрнарта, Пионерская урамри хуçалăхăн кил картишĕнче тухнă. МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, çуллахи кухня, вут сарайĕ тата çурт пристройĕн тăрри çуннă. Пушар çулăмпа асăрханусăр усă курнăран алхасма пултарнă тесе шутлаççĕ.

– Унчченхи эрнере вара çăлав службин ĕçченĕсен Мăн Элменти пушарпа кĕрешме тивнĕ. Кунта вут-çулăм пĕр хуçалăхри мунчана иленнĕ. Ăна, телее, юнашарти çурт çывăхне яман, – хыпарлать ку ведомство пресс-служби.

Пушар – хăрушă пулăм. «Ирĕке» тухсан хăйĕн хыççăн нимĕн те хăвармасть. Çавăнпа та кил-çуртра çак ансат чарусене пăхăнмалла:

юсавсăр электропроводкăпа, розетка-выключательпе, электроприборсемпе, предохранительсемпе усă курма юрамасть;

çулăм çутнă газ плитисене, ĕçлекен электроприборсене, хутнă кăмакана асăрхавсăр хăварни хăрушă;

çĕмĕрĕлсен ку приборсене хăвăр тĕллĕн юсама ан тăрăшăр;

шăтăк-çурăк пур, алăкĕ арканнă кăмакасемпе усă курма, кăмакана хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, вĕсем çывăхĕнче вутă, тумтир е çунакан ытти япала упрама, типĕтме юрамасть;

эрех-сăрапа ан аташăр, вырăн-диван çинче выртса сигарет туртассинчен сыхланăр;

шăрпăк-зажигалка ачасем çитеймен çĕрте вырттăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика