Хăтлăх ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:23 Просмотров: 623

Вăрнар поселокне хăтлăх кĕртес, инвестицисем явăçтарас ыйтăва иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов Чăваш ен Патшалăх Ка-нашĕн депутачĕпе – Вăрнарти хутăш препаратсен заво-чĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа сÿтсе явнă.

Çуртсен кил картишĕсене тирпей-хăтлăх кĕртессипе, тротуарсем тăвассипе, çулсене юсассипе поселокра ĕçсем чылай-ха. Владимир Свешников вĕсене татса парассипе пулăшма пулнă. «Вăрнар кунта пурăнакансемшĕн çеç мар, хăнасемшĕн те илĕртÿллĕ пултăр», – тенĕ вăл, ку шухăш яланах чунĕнчех пулнине палăртса.

Пуçаруллă бюджет программипе тăратнă проектсене те пăхса тухнă. Влаç представителĕсем 2022 çулта пурнăçа кĕртме приоритетлă тăватă проекта палăртнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, грунтлă çулсене юсассипе çыхăннă.

Калаçу çавăн пекех спорт объекчĕсене çĕклес, район тĕп больници çумĕнчи, 1-мĕш шкул çывăхĕнчи пĕве территорийĕсене хăтлăлатас тата ытти ыйту тавра пынă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика