Раççей спорт мастерĕсен йышне кĕрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:23 Просмотров: 512

Ирĕклĕ кĕрешÿ спортсменĕсем Екатерина Кошкинапа Милена Федорова Раççей спорт мастерĕсен йышне кĕрĕç.

Екатерина Кошкина – Мăн Явăш хĕрĕ. Спортăн ку тĕсĕпе кĕçĕн çулсенчех ашшĕ тăрăшнипе туслашнă. Малтан вырăнти шкулта, унтан вунă çул ытла кĕрешÿ ăсталăхне Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕнче туптанă.

Милена Федорова – Вăрнар хĕрĕ. Унра та ирĕклĕ кĕрешÿри утăмĕсем ачаранах туптаннă.

Телее, ку хĕрсем иккĕшĕ те опытлă тренерсем – Виталий Трофимов, Юрий Львов – патне лекнĕ. Кунсеренхи тренировкăсем, çине тăрса ĕçлени хăйĕн çимĕçне часах панă – Катьăна та, Миленăна та çулсерен тĕрлĕ шайри ăмăртусен пьедесталĕсем çинче кураттăмăр. Нумай хутчен – Раççей шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçисем.

Анчахрах, акă, вĕсем Тутарстан Республикинчи Мамадыш хулинче юниоркăсем хушшинче иртнĕ Раççей первенствинче пулнă. Иккĕшĕ те çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Ку ăмăртурах Кÿстÿмĕр хĕрĕ Елена Петрова тата Кивьял Хапăсри Лариса Михайлова 5-мĕш вырăнсене йышăннă. Сумлă ăмăртăвăн кавирĕ çине çавăн пекех Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Эвелина Яковлева та тухнă.

Çак кунсенче Вăрнар районĕн пултаруллă тепĕр кĕрешÿçи те Пĕтĕм Раççейри турнирта палăрнă. Уфара иртнĕскерте Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Екатерина Тихонова       1-мĕш вырăн йышăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика