Чыславпа уçăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:24 Просмотров: 623

Тунтикун район Пухăвĕн депутачĕсем çак тапхăрти ыйтусене тишкерме черетсĕр ларăва пуçтарăннă. Вăл савăнăçлă самантпа уçăлнине каламалла.

Районăн хисеплĕ çыннине, производствăн пултаруллă организаторне Виктор Николаевич Анисимова Чăваш Республикин Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Район ертÿлĕхĕ те хăй енчен Виктор Николаевичăн ял хуçалăх тытăмне, пĕтĕмĕшле экономика аталанăвне хывнă хаклă тÿпине палăртмасăр хăварман. Ветерана район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Çакăн йышши наградăсене вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн тепĕр хастарĕ Василий Николаевич Ананьев та тивĕçнĕ.

Сăмах май, ку обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕпе депутатсене председатель заместителĕ Николай Юркин тĕплĕн паллаштарнă. Ял хуçалăхĕн ят-сумлă ĕçченĕ ертÿçĕсене ветерансене паян та район пурнăçне активлă хутшăнма майсем туса панăшăн, организаци ĕçне пулăшса пынăшăн тав тунă.

Пысăк хаклава кăтартакан тепĕр пулăм% республикăри ял тата хула тăрăхĕсем хушшинчи пĕлтĕрхи экономика ăмăртăвĕнче Вăрнар хула поселенийĕ 1-мĕш вырăн йышăнни. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Олег Николаевăн ятĕнчен çĕнтерÿçĕ Дипломне поселени пуçлăхĕ Алексей Владимиров илнĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусем патне куçнă май, ларура район харпăрлăхĕнчи пурлăха поселенисене уйăрасси пирки йышăну тунă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтерес ыйту çивĕч. Ку черетре 181 çемье, çав шутра 138-шĕ – поселокран. Шăпах вĕсене участоксем уйăрса парассипе кăткăслăх пур. Е участоксем программа условийĕсене тивĕçтермеççĕ, е вырăнне кура çемьесен кăмăлне каймаççĕ. Пуху председателĕн Владимир Яковлевăн шухăшĕпе, Вăрнар хула поселенийĕн чиккисене тÿрлетÿсем кĕртсен, тен, ыйтăва татма майсем тупăнĕç.

Депутатсем «Вăрнар районĕнчи граждансене социаллă пулăшу кÿресси» программăри улшăнусене те ырланă. Вĕсем – пушартан шар курнисене бюджетран укçа-тенкĕ уйăрасси пирки. Пурăнмалли çурт-йĕр çунса кайнисене тивекен пулăшу виçине 50 пин тенкĕ таран, кил-çурчĕ (унти пурлăхĕ) сиенленнисем валли 30 пин тенкĕ таран ÿстернĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика