Журналист ĕçĕ кăсăклантарчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:56 Просмотров: 505

Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ачан пулас професси çинчен шутламалла. Мĕншĕн тесен тĕрĕс çул-йĕре суйласа илни кăна малашлăха çутăлăх кĕртме пултарĕ, пурнăçа пĕр тикĕссĕн малалла сыпăнтарса пыма май парĕ.

Çав шухăш-тĕллевпех районти тĕп библиотека ĕçченĕсем шкулсенче ăс пухакансене тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕлпултараççĕ. Ку хутĕнче Вăрнарти 1-мĕш шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсем валли «Интервью вăрттăнлăхĕ» ятпа профориентаци сехечĕ ирттерчĕç. Темăна журналист профессине халалланă май, тĕлпулăва районта тухса тăракан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра тимлекен Светлана Чикмякована чĕнчĕç. Вăл – районта паллă журналист. Пичет анинче чылай çул тăрăшса ĕçлет, çавăнпа пуян опыт пухма пултарнă. Пултаруллă журналист ку профессин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ, ĕç специфики çинче чарăнса тăчĕ, çырас ăсталăха мĕнле майпа ÿстерме май пуррине пĕлтерчĕ, çынпа калаçу мĕнле йĕркелемеллине те ăнлантарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Мероприяти библиотекăшăн çĕнĕлле формăпа иртрĕ те, вулав залне пухăннă ачасем Светланăн кашни сăмахне интересленсе итлерĕç, журналист профессийĕ кăсăклантарса янине пытармарĕç.

Вĕренекенсем райхаçат ĕçченне пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç, мастер-класс интереслĕ иртнине каларĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика