Кайăксем те тутă пулччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:02 Просмотров: 338

Вăрнарти «Рябинка» ача садĕнче çирĕп те хастар ăру çитĕнет. Педагогсем шăпăрлансене çутçанталăкпа туслаштарас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

Раштав уйăхĕ хăйĕн мăнаçлă алăкне уçса ячĕ ĕнтĕ. Пит-куçа та сивĕ хытăрах чĕпĕтме пуçларĕ. Хĕлле чĕрчунсене апат тупма пачах та çăмăл мар. Вĕçен кайăксене тăрантарма, акă, ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе тĕрлĕрен тĕрлĕ сырăшсем туса хатĕрленĕ. Вĕсем пурте куравра тивĕçлĕ вырăн йышăннă.

– Сырăшсене ал айĕнчи материалсемпе усă курса ăсталанă пулсан та мĕн тери вĕсем илĕртÿллĕ! – кăмăллăн калаçрĕ «Рябинка» ача-пăча сачĕн заведующийĕ Нина Капралова. – Курав хыççăн сырăшсене йывăçсем çине тухса çакăпăр. Ачасем унта апат хурса тăрĕç. Хĕлĕпех мĕнле кайăксем вĕçсе килнине сăнĕç.  

«Ягодка» ушкăна çÿрекенсем – маттурсем. Людмила Шлюпкина воспитатель ертсе пынипе курава хастар хутшăнчĕç. Кашни ĕçпе хавхалансах кăсăкланчĕç. Хăйсем   те сырăшсене ытти ушкăнран кая мар ăсталанă. Вĕсем çутçанталăка юратаççĕ. «Вĕçен кайăксем – пирĕн туссем», – теççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика