Ачасен савăнăçĕ – чи кирли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:02 Просмотров: 506

«Единая Россия» партин 20 çулне – вăл декабрĕн 1-мĕшĕнче пулчĕ – Вăрнар районĕнче ырă ĕçсемпе паллă турĕç. Район ертÿлĕхĕ, депутатсем, волонтерсем ыр-кăмăллăх акцине йĕркелерĕç – йышлă, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасене, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ çынсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Район пуçлăхĕ Владимир Яковлев Вăрнарти Петровсем патне çитнĕ. Ку çемьере кăçал инкек пулнă – пушарта пÿрчĕ сиенленнĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çамрăк мăшăра тÿрех пулăшу алли тăснă. Вĕсен шăпи вырăнти влаç тимлĕхĕнчен те тухмасть. Владимир Сергеевич Петровсене ачисене тĕрĕс-тĕкел çĕклеме ăнăçу сунса сертификатсемпе тата пылак парнесемпе хавхалантарчĕ.

Хапăсри Светлана Путряшован çемйине те çакнашкал парнесемпех тивĕçтерчĕç. Вĕсене Упнер ял пуçлăхĕ Геннадий Арбузов, поселени депутачĕ Алексей Трофимов, районти волонтер центрĕн ертÿçи Денис Григорьев çитерчĕç. Çамрăк хĕрарăм ултă ачине пĕчченех çĕклет. Ыркăмăллăх акцийĕпе килнисем çемьен йăлари условийĕсемпе кăсăкланчĕç, амăшне ывăл-хĕрĕсене ура çине тăратма вăй-хал сунчĕç.

Ку категорири çемьесем Вăрнар хула, Пăртас ял поселенийĕнче те пур. Вĕсене волонтерсен ушкăнĕпе опека органĕн специалисчĕ Лилия Васильева та çитрĕ. Шел те, хăшпĕр çемьесем алăкĕсене уçмарĕç. Ахăртнех, тĕрĕслевпе килнĕ тесе шутларĕç. Ырă хăнасене йышăннă çемьесенче вара уйрăмах ачасем савăнчĕç. Çакă – чи кирли. Парнесем тыттарнă май ыркăмăллăх ĕçне хутшăннисем ашшĕ-амăшне чи малтанах ывăл-хĕрĕшĕн, вĕсен телейĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшмаллине асăрхаттарчĕç.

Çак кун район Пухăвĕн депутачĕсем Евгений Захаров, Венера Николаева, Сергей Кузьмин та ырă ĕçе хутшăннă. Вĕсем тăлăх çитĕнекен, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем патне çитсе чунĕсене ăшăлăх, савăнăç кÿнĕ.

Рифкат Киметов тата Сергей Ильин депутатсем вара район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсене, предмет олимпиадисен, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисене, активистсене чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика