Ытларах февральте пĕрлешесшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:03 Просмотров: 345

Çемье çавăрас текенсен заявленисене ЗАГС-а çулталăк маларахран пуçласа çырма юрать. Халĕ, акă, çамрăксем, çитес çул валли кăмăллакан куна тата вăхăта активлă суйлаççĕ. Аса илтеретпĕр, мăшăрсен заявленисене кирек хăш ЗАГС органне яма май пур.

Чăваш енре 2022 çулта çĕнĕ çемье регистрацилеме шухăшланисем паянхи куна – 200 мăшăр енне. Вĕсенчен нумайăшĕ февральте пĕрлешесшĕн. Чи кăмăлланă кун – февралĕн 22-мĕшĕ (22.02.2022). Çак датăна суйласа 38 заявлени çырнă ĕнтĕ. Мăшăрлану керменĕнче çак кун валли мĕнпур вăхăта йышăнса пĕтернĕ.

– Мăшăрланакансен хисепĕ ÿссех пыни питĕ савăнтарать. Ку пулăм çитес çулсенче пепкесем çут тĕнчене ытларах килессине те шанма май парать, – палăртать Юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов.

Хамăр инф.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика