Ырă туни ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:03 Просмотров: 486

Ĕнер пĕтĕм тĕнчипех инвалидсен кунне паллă турĕç. Çак куна тĕрлĕ сăлтава пула сусăра тухнă çынсен ыйтăвĕсене тимлĕхе илес, вĕсене пулăшас тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Пирĕн районта та ку категорири çынсем пур. Вĕсем – çирĕплĕх, чăтăмлăх тĕслĕхĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен чикĕлĕх пур пулин те районта, республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, хăйсене килĕшекен ĕçсемпе тимлеççĕ. Çапла вĕсем пурнăç савăнăçне туяççĕ.

Паллах, вĕсемшĕн çывăх çынсенчен çеç мар, обществăран та пулăшупа тимлĕхе туйни пĕлтерĕшлĕ. Ытти çынсенчен уйрăлса тăракансемшĕн ырă ĕç тунăшăн район администрацине, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне, «Звездопад» АХО-на, «Вурнарская» МСО-на мĕнпур инвалид ячĕпе тав сăмахĕ калатăп. Пулăшу алли тăсма пултарни темрен те хаклă.

Ырă туни ĕмĕрлĕх. Çавăнпа та сусăр çынсене хамăртан уйăрас марччĕ, пур енлĕн пулăшса пырасчĕ.

Людмила НИКОЛАЕВА,

инвалидсен районти обществин председателĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика