Эмелсен хакĕсем – тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:03 Просмотров: 490

Федераллă антимонополи служби (ФАС) эмелсен хакĕсене тăтăш тĕрĕслесе тăрĕ. Сăмах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ тата кирлĕ препаратсем пирки пырать.

Ку йышра – йод, аскорбин кислоти, глюконат кальци, тĕрлĕ формăпа кăларакан инсулин, амоксициллин, кагоцел. Списокра прививкăсен наци календарьне кĕнĕ вакцинăсем те, вăл шутра эпидеми вăхăтĕнче профилактика тумаллисем те пур. Пĕтĕмпе вунвиçĕ ушкăнри 735 препарат.

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ медикаментсен хакне халĕ федераци тата регион шайлаштарса пыраççĕ. Минздрав тата ФАС эмел кăларакансен отпускной хакне йĕркелет, регионсем наценкăн чи пысăк виçине палăртаççĕ. Аптекăсем вĕсене татах ÿстереççĕ.

«Кунашкал медикаментсен хакĕ сăлтавсăр хăпарса ан кайтăр тесе хак хушăмне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе правительство хушу кăларнă», – пĕлтернĕ Михаил Мишустин премьер-министр. Вăл ФАС хаксене «çулталăкра пĕр хутран ытларах мар, çирĕплетнĕ планпа» тĕрĕслессине каланă. Анчах та Президент хушу парсан, организацирен е гражданинран çăхав пулсан, прокурор ку ыйтупа тухсан планпа пăхман тĕрĕслевсем пулĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика