Тĕрĕслевсем витĕр хăюллăн тухнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:04 Просмотров: 561

Вăрнар тăрăхĕ хăюллă та хастар çынсемпе яланах палăрса тăнă. Çĕршыв хÿтĕ-левçисен ретне тăракан ен-тешсем те службăра хăйсене пур енчен те яваплă кăтартаççĕ. Вĕсем чи тĕслĕхлисен йышĕнче. Çакна çар чаçĕсенчен килекен Тав çырăвĕсем те яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Нумаях пулмасть, акă, Раççейре «БАРС» (Çĕршывăн çар арми резервĕ) пысăк проект пурнăçланнă. Унта вăрнарсем те активлă хутшăннине палăртмалла. Участниксем виçĕ эрне Ульяновск облаçĕнче, уй условийĕсенче иртнĕ çар сборĕсенче, пулнă. Вĕсем тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухас-тăк çĕршыва епле хÿтĕлес енĕпе хатĕрлĕхе туптанă, кăткăс тĕрĕслевсемпе вĕренÿсем витĕр тухнă. Иртнĕ шăматкун ку хастарсене, тăван тăрăха таврăннăскерсене, Канаш хулинче Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Ерилеева тата Хирпуçпа Çĕрпел ял поселенийĕсен çар-учет ĕçченĕ Елена Голубцова кĕтсе илнĕ.

– Сбора икĕ районтан çар запасĕнче шутланакан 5 çынна ăсатнă. Пирĕн тăрăхран суйлав витĕр виççĕн тивĕçлĕ тухрĕç: Вăрнартан Вячеслав Петров тата Çĕрпелтен Сергей Николаевпа Алексей Федьков. Сбора хутшăнас тĕллевпе, чăн та, пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Вăл сая каймарĕ – ентешсем çар хатĕрленĕвĕ енĕпе хăйсене аван кăтартнă. Ытти районсенчен ăсатнă хăшпĕр участниксем, йывăрлăхсене кура, служба вăхăчĕ вĕçлениччен таврăнни те пулнă. Пирĕн çамрăксем вара пĕтĕм тĕрĕслевсене-чăрмавсене чыслăн парăнтарма пултарнă, – пĕлтерчĕ Елена Голубцова.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика