Салтакăн тивĕçĕ чыслă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:05 Просмотров: 596

Пĕрремĕш хут мар призыв кампанийĕ коронавирус пандемийĕпе çыхăннă условисенче иртет. Йышăннă чарусене вак-тĕвек таранчченех пăхăнаççĕ. Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен призыв комиссийĕсен ĕçне те Роспотребнадзор хушăвĕсемпе çирĕп йĕркеленĕ.

Медкомисси тĕпчевĕ витĕр икĕ районтан 150 ытла çынна кăларнă. Пĕрремĕш призывниксене служба вырăнĕсене октябрĕн 15-мĕшĕнченех ăсатма пуçларăмăр ĕнтĕ. Хамăр умри задачăна çакăн пек палăртатпăр – хĕсмете каякан çамрăксем хушшинче коронавирус чирне сарăлма памалла мар. Ку тĕллеве пурнăçлама мĕнпур мерăсене йышăннă: призывниксен икĕ хутлă тестированийĕ, маска йĕрки, çывăха пымасăр ÿт температурине виçесси, комиссариатăн мĕнпур служба пÿлĕмĕсен дезинфекцийĕ. Çавăн пекех каччăсене çурта кĕриччен аллисене антисептикпа сиенсĕрлетеççĕ, уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсене республикăри пухăну пунктне куçарасси те социаллă дистанцие уяса, транспорта тĕплĕ сиенсĕрлетсе иртет.

Каламалла, çамрăксене салтака йышлăн яма ноябрь уйăхĕнчен тытăннă. Паянхи куна 50 ытла призывника ăсатнă ĕнтĕ. Пирĕн ентешсем çĕршыв хуралĕнче мĕнпур регионта тата Раççей çарĕн тĕрлĕ тĕсĕнче тăраççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ытларах пайĕ Тип çĕр çарĕсене, Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене, Тинĕс-çар флотне, Сывлăш-космос вăйĕсене, Сывлăш-десант çарĕсене тата ятарлă пĕлтерĕшлĕ чаçсене лекет. Тепĕр пайĕ Наци гвардийĕн йышĕнче йĕркелĕх хуралĕнче те тăрĕ. Служба вăхăчĕ – 12 уйăх.

Хальхи вăхăтра çар комиссариатĕнче хăйсен гражданла тивĕçĕнчен пăрăнакансем тĕлĕшпе активлă ĕç пырать. Призывниксем республика тулашне тухса кайнă пирки вĕсене призывпа çыхăннă мероприятисем çинчен пĕлтерме тата повесткăсем пама май çук. Палăртмалла, кун пек çамрăксемпе тимлессипе Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Андрей Тихоновпа Игорь Семенов нумай пулăшу кÿреççĕ. Ку ĕçе тĕрлĕ инстанцисем те хутшăнни пĕлтерĕшлĕ, çав шутра – вырăнти полици пайĕсем те.

Призывник хĕсметрен чăнах та тарса çÿрени çирĕпленсен материал уголовлă ĕç пуçарма Следстви комитетне куçать. Çакăншăн уголовлă явап тыттарма пултараççĕ. Уголовлă кодексăн 328-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, саккунлă сăлтавсăрах çар службинчен пăрăннăшăн 200 пин тенкĕ е 18 уйăхри ĕçукçи (е ытти тупăш) таран штраф хума, е икĕ çулччен хистевлĕ майпа ĕçлеттерме, е 6 уйăхчен арест хума, е 2 çул таран ирĕксĕр хăварма пăхнă.

Тăван çĕршыва тата кунта пурăнакансене хÿтĕлесси – Раççей гражданинĕн тивĕçĕ, тенĕ Конституцире. Енчен те çар служби çыннăн шухăш-кăмăлĕпе ĕненĕвне хирĕçлет пулсан ăна альтернативлă граждан службипе улăштарма май пур.

– Çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен сăн-сăпачĕ куллен çĕнелет, службăн престижлăхĕ ÿсет. Çулталăк службăра тăни – çамрăксемшĕн кĕлеткепе тĕрекленес, ăс-тăнпа аталанас, çар-учет специальноçне алла илес, чăн-чăн юлташсене тупас шанăç. Хĕсмет вăхăчĕ призывниксемшĕн ăнăçлă ирттĕр тесе çар чаçĕсенче паян пĕтĕм условисем пур, – палăртать Чăваш Республикин çар комиссарĕ Б.Холиков.

М.ЕРИЛЕЕВА,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика