Завод – лауреат

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:05 Просмотров: 488

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ку чыса предприяти социаллă яваплăхшăн тивĕçнĕ.

«Август» Фирмăн филиалĕ 500 çынран ытларах ĕçлекен предприятисем хушшинче çĕнтернĕ. Наградăна завод директорне Владимир Свешникова регион Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» регионсем хушшинчи форумра панă.

Конкурс çĕнтерÿçисене тĕрлĕ критерисене шута илсе палăртнă: ĕç çыннисен прависемпе гарантийĕсене пăхăннине, ертÿçĕн лидер енĕсене, социаллă мероприятисене хутшăннине, регион пуçарăвĕсене хавхалантарнине, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнине тата ыт.те.

Заводăн социаллă яваплăхĕ пысăк. «Август» филиалĕнче ĕç çыннисен ĕç условийĕсене лайăхлатассине, професси тĕлĕшĕнчен ÿсме пулăшассине, ветерансене укçан (хушма пенсипе) хавхалантарассине тимлĕхе илнĕ. Вăл спорта аталантарас, поселока хăтлăх кĕртес енĕпе пысăк инвестицисем хывать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика