Çирĕп çемье – вăйлă патшалăх никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2021, 11:05 Просмотров: 470

Республикăра кăçалхи чи лайăх çемьесене чысланă. Вĕсене юнкун Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева саламланă.

«Халăх йăлисене мала хуракан çемьесем вăйлă патшалăхăн никĕсĕ пулса тăраççĕ», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуçлăхĕ.

Республикăри «Çулталăк çемйи-2021» конкурса Вăрнарти Ижелеевсем те хутшăннă. Вĕсене участник дипломĕпе тата парнесемпе чысланă.

Зинаидăпа Дмитрий Ижелеевсем мăшăрланура вунă çул тăраççĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур. 3-мĕш класа çÿрекен Владислав ишессипе кăсăкланать. Ача садне кăна çÿрет пулин те, Валерия хĕрĕ фитнес-аэробикăра республика шайĕнче пĕрре мар çитĕнÿ тунă.

Ку çемье – спортăн пысăк тусĕ. Дмитрий, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекенскер, сĕтел çи теннис енĕпе нумай ăмăртăвăн çĕнтерÿçи. Зинаида ертсе пыракан фитнес-ушкăнсем çулсерен тĕрлĕ шайри турнирсенче палăраççĕ. Кăçал вăл «Голос Вурнары» конкурсра çĕнтерсе Химик кунĕнче Олег Газмановпа юрлама тивĕçнĕччĕ.

Чăваш енре ĕç династийĕсене те пысăк хисепе хураççĕ. Сцена çине хальхинче республикăри пилĕк çемье хăпарма тивĕçнĕ. Вăл шутра – Вăрнар районĕнчи Семеновсем те.

Ку çемье представителĕсенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе çыхăнтарнă – пĕтĕмпе 20-ĕн. Вĕсен пĕрлехи стажĕ 363 çулпа танлашать.

Династие пуçараканĕ – Анна Дмитриевна Семенова. Хăй вăхăтĕнче ЖКХ пайĕнче кочегарта, картон тарин участокĕнче рабочире вăй хунă. Унăн тăватă ачи те – Татьяна, Валентина, Владимир, Николай – тăван заводра тимленĕ. Ун пиччĕшĕ Иван, Фаина аппăшĕ, мăнукĕсем Елена, Андрей, Алексей та – химиксем.

Татьяна Шакирова хĕрĕ – заводăн Хисеплĕ ветеранĕ, СССР хисеплĕ донорĕ. Картон тарин участокĕнче, склад хуçалăхĕнче – пĕтĕмпе 30 çул – тăрăшнă.

Тепĕр хĕрĕ Валентина йăлари хими цехĕнче тимлеме тытăннă, хыççăн заводăн «Березка» ача садĕнче вăй хунă.

Владимир ывăлĕн заводри стажĕ пысăках мар (2 çул) пулсан, Николайăн – 30 çул.

Пĕртăванĕн хĕрĕн Валентина Абрамован та 38 çулĕ хутăш препаратсен заводĕнче иртнĕ. Хастар хĕрарăм хăй вăхăтĕнче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Парти ĕçĕнче пултарулăх кăтартнă.

Пĕртăванĕн тепĕр хĕрĕн Светлана Арсентьеван та стажĕ пысăк – 35 çул. Вĕсем иккĕшĕ те – заводăн Хисеплĕ ветеранĕсем.

Хальхи вăхăтра ку династин тăватă представителĕ заводра тăрăшать: Елена Ашмарина, Андрей Александров, Алексей Семенов, Юлия Кириллова.

Хисепе тата чыса тивĕçнĕ çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламланă, Ижелеевсем те, Семеновсем те Вăрнар тăрăхĕн мухтавĕ пулнине палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика