Çамрăксем – уйрăм тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:57 Просмотров: 469

Иртнĕ эрнере район администрацийĕ çумĕнчи наркотиксене хирĕç кĕрешессипе тимлекен комисси ларăва пухăннă. Ун ĕçне комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынă. Тĕпрен илсен, ларура пĕлтĕр наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăрас енĕпе ĕçленине пĕтĕмлетнĕ тата ку усала районта сарăлма парас мар тесе кăçал пурнăçа кĕртмелли задачăсене палăртнă. Çавăн пекех Вăрнарти тĕп больницăн наркологĕ Дмитрий Николаев ăс-тăна минретекен наркăмăшсене иленнĕ çынсене пулăшу тата сиплев парасси пирки тĕплĕн ăнлантарнă.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн çул-йĕрне пÿлес тĕллевпе районти йĕрке хуралçисем пĕлтĕр курăмлă ĕç туса ирттернĕ, профилактика пĕлтерĕшлĕ мероприятисене те анлă йĕркеленĕ. Çавна май полицин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Михаил Наумов оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ:

– «Вурнарский» пай асăрхавĕнчи территорире пĕлтĕр наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 5 преступление шута илтĕмĕр. Вĕсенчен иккĕшĕ йывăрах мар киревсĕр ĕçсем, пĕри – йывăр, тепĕр иккĕшĕ – уйрăмах йывăр преступленисем, – терĕ вăл.

Административлă саккунлăх майĕпе 2017 çулта йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе 8 протокол çырнă. Сăлтавĕ – наркотиклă наркăмăшсене, психотроплă япаласене, çĕнĕ йышши сывлăхшăн хăрушă веществосене саккунсăр майпа усă курнăшăн (РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 6.9-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе).

Каласа хăвармалла, наркотиксене сарма пултаракан вырăнсене палăртас, ку усала хатĕрлесе сутакансене тытса чарас тĕллевпе тĕрлĕрен кану заведенийĕсене, çурт-йĕрсен путвалĕсене тата ыттисене çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.

Йăлана кĕнĕ «Мăкăнь-2017» оперативлă мероприятие икĕ тапхăрта ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче хамăр районта мăкăнь хăй тĕллĕн ÿсекен 3 участока тĕп тунă, пĕтĕмĕшле – 15 тăваткал метр çинчи 330 тĕме.

Çавăн пекех «Вурнарский» пай сотрудникĕсем хатĕр наркотиксене саккунсăр çаврăнăшран кăларнă тĕслĕхсем те пулнă.

– Ку сферăри преступленисене асăрхаттарассинче профилактика ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Çамрăксем çак ăс-тăна ухмаха кăларакан япаласен витĕмне ан лекчĕр тесе вĕсемпе ĕçлесси уйрăм тимлĕхре. Тăтăшах вĕренÿ заведенийĕсенче тĕлпулусене хутшăнса наркотиксен хăрушлăхне ăнлантаратпăр. Ашшĕ-амăшĕсене те ывăлĕ-хĕрĕсем мĕнле ушкăнсенче вăхăта ирттернине, тус-юлташĕсем камне пĕрмаях пĕлсе-асăрхаса тăма сĕнетпĕр, – терĕ Михаил Наумов.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика