Саккуна пăсакан тивĕçлĕ явап тыттăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2021, 08:28 Просмотров: 475

Ыран пĕтĕм тĕнчипех Коррупципе кĕрешмелли кун. Ăна ООН Тĕп ассамблейи çулсеренех декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тума çирĕплетнĕ. Çак кун умĕнхи район хаçачĕн хăни – Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен следователĕ Ильфат Нюртдинов. Ун тимлĕхĕнче – коррупци сĕмĕллĕ чи кăткăс уголовлă ĕçсем. Вăл следстви пайĕн асăрхавне кĕрекен территорире, çав шутра – пирĕн районта та, ку ушкăнри преступленисене мĕнле хирĕç тăнипе паллаштарать.

– Эсир çăмăл мар, анчах чăннипех те кирлĕ профессире тимлетĕр. Унпа пурнăçа тачă çыхăнтарасси мĕнле майпа пулса тухрĕ? Епле суйласа илтĕр çак кăткăс çула?

– Раççей Следстви комитечĕн тытăмĕнче эпĕ 2017 çултанпа ĕçлетĕп. Унччен те, 2004–2017 çулсенче, йĕркелĕхпе саккунлăх хуралĕнчех службăра тăнă, анчах тепĕр системăра – Шалти ĕçсен министерствин Канаш хулинчи пайĕнче. Следователь пулас ĕмĕт вара манăн шкулта вĕреннĕ чухнех çуралнă. Тĕлĕнмелле интереслĕ професси вĕт вăл: тавракурăм анлă пулмалла, çынсен психологине лайăх пĕлмелле. Тĕрлĕ отрасльсен никĕсĕнче те ăнкармалла: çутçанталăк ăслăлăхĕсенче, медицинăра, экономикăра... Эпĕ вара вĕренме юрататăп, пĕр-пĕр пайăр енпе кăна тимлекен специалист мар, эрудит, çÿллĕ шайри профессионал пулас килет.

– Эсир ытларах коррупцилле преступленисене тăрă шыв çине кăларассипе тăрăшатăр. Камсем лекеççĕ-ха ку киревсĕр ĕçсемпе?

– Паллах, патшалăх хыснине, тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкине хапсăнакансем, взятка илекенсем, должноç вырăнĕпе иртĕхсе усă куракансем тĕрлĕ сферăра тĕл пулаççĕ. Анчах та уголовлă ĕçсен фигуранчĕсен йышĕнче пуринчен ытла – муниципаллă учрежденисемпе предприятисен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн, йĕрке хуралĕн органĕсен представителĕсем.

Нумаях пулмасть, акă, Мăн Явăш ял поселенийĕн унчченхи пуçлăхĕ судпа айăпланчĕ. Хаçат урлă пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, вăл должноç полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнă тата взятка илнĕ.

2015–2018 çулсенчи тапхăрта çакскер Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн 30 членĕ ячĕпе суя доверенноçсем çырнă. Çак граждансем ăна куçман пурлăх прависене регистрацилессипе хăйсен интересĕсемпе çÿреме ирĕк панă имĕш. Вĕсен ячĕпе çĕр пайĕсен харпăрлăх прависене пăрахăçласси çинчен заявленисем те çырнă пуçлăх пулнăскер. Кайран харпăрлăх правине Мăн Явăш поселенийĕ çине регистрациленĕ. Хăшпĕр участоксене вара тăванне арендăна илме пулăшнă.

Кунсăр пуçне тепĕр çынна вăл çĕр участокĕпе 21000 тенкĕ хавхалантарушăн тивĕçтернĕ.

– Сирĕн шутпа, мĕнле сăлтавсем хĕтĕртеççĕ должноçри çынсене, пуçлăхсене обществăри ку усал пулăмпа çыхланма?

– Паллă ĕнтĕ, коррупци ĕнер çеç пуçланман. Пулнă та, паян та пур. Общество аталанса пынăçемĕн унăн çĕнĕ формисем тухса пыраççĕ, ăна пуçаракан çĕнĕ сăлтавсем çуралаççĕ. Тăтăшах бизнес коррупци «çăлкуçĕ» пулса тăрать. Сайра мар влаç представителĕсем (уйрăмах район, ял поселенийĕсен шайĕнче) айăпа кĕреççĕ: хăшĕ-пĕрисем, чăн та, патшалăхăн, обществăн пурлăхне, нухратне хăйĕннинчен уйăраймаççĕ.

Çирĕплетсех калатпăр: коррупцие хирĕç тăрасси пирĕншĕн кирек хăçан та тĕп задача пулĕ. Халĕ унпа вирлĕрех кĕрешме паянхи мĕнпур çĕнĕ мелсемпе усă куратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев – коррупципе çыхланакан кашни çын тивĕçлĕ явап тыттăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика