Сăкăта тухтăр килчĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2021, 08:28 Просмотров: 426

Ку чухнехи ăру хулăм укçа пирки ĕмĕтленсе çĕршывăн пысăк хулисенче   тĕпленме тăрăшать. Яллă тăрăхсенче çуралса ÿснĕ пулин те вĕсен тăван енче вăй хурас килмест. Аграрлă предприятисенче кăна мар, сиплев учрежденийĕсенче те кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать.

Акă, район тĕп больницинче те шур халатлă ĕçченсем çитмеççĕ. «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем пурри, паллах, сыватмăша штатсемпе пуянлатма пулăшать-ха. Хастаррисем, ялсенче ĕçлес кăмăллисем те çук мар. Ку программăсене пурнăçа кĕртме опытлисем те хутшăнаççĕ. Акă, Сăкăт ялĕнче пурăнакансемшĕн те савăнăç çитнĕ. Чÿк уйăхĕнче медпунктра тинех фельдшер ĕçлеме пуçланă. Наталья Геннадьевна Васильевăна ял çыннисем ăш кăмăлпа кĕтсе илнĕ.

– Сăкăта тухтăр килчĕ! – хăпартланса калаçнă вĕсем хаваспа.

– Пирĕн тăрăхра медсестра тесе чĕнетчĕç, Вăрнар енче пурăнакансем питĕ уçă кăмăллă çынсем ара, тухтăр теççĕ, – палăртрĕ Наталья Васильева.

Фельдшер – хисеплĕ çынсенчен пĕри. Ахальтен мар ăна ялта пурăнакансем тухтăрпа танлаштараççĕ. Тепĕр чух фельдшерăн пациентсен сывлăхĕшĕн тăрăшса талăкĕпе куç хупманни те пулать. Анчах Гиппократ тупине пăхăнакан тутлă ыйха путса çывăрмасан та ирхине каллех пархатарлă ĕçе кÿлĕнме вăй çитерет. Пĕрремĕш пулăшупа вăхăтра тивĕçтерсе пациента «иккĕмĕш пурнăç» парнеленĕ тĕслĕхсем те практикăра сахал мар тĕл пулаççĕ.

– Район тĕп больницин тĕп врачне Сергей Илюткина Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтерсен вăл мана хапăлласах йышăнчĕ. «Земство фельдшерĕ» программăпа кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсен кĕске вăхăтрах   хамăн тÿрĕ тивĕçе пурнăçлама тытăнтăм, – терĕ Наталья Геннадьевна.

Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшпе чарусем çав-çавах пур-ха. Грипран та асăрханмалла. Наталья Геннадьевна ял-йыша сыхлав мерисем пирки тăтăшах асилтерет. Прививка та тăвать. Инфекцие хирĕç коллективлă иммунитет аталантăр тесе вăй хурать. Ăш кăмăллă ял тухтăрĕ медпунктри санитаркăпа Валентина Ивановнăпа та пĕр чĕлхе тупнă.

Наталья Васильева Сăкăта Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнчен куçса килнĕ. Вăл маттурах вара. Наталья Геннадьевна район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă ФАПра ĕçлесрен пачах та шикленмен. Унăн стаж пысăк. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 26 çул тимлет. Професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайра. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлсе тăвать.

Наталья Васильева Вăрнар тăрăхне куçса килни ăнсăртран мар. Квалификацие ÿстернĕ чухне хамăр районти фельдшерсемпе Шăхальти Анна Сергеевăпа, Кăкшăмри Светлана Федоровăпа çывăх туслашнă. 2003, 2008, 2013, 2018 çулсенче ятарлă курссенче пĕлĕве тарăнлатнă вăхăтра общежитире те пĕр пÿлĕмре пурăннă. Паянхи кун та туслă çыхăну тытаççĕ. Наталья Васильевăна, паллах, Вăрнар район тĕп больницинче медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма тарăшни те хавхалантарнă.

Пурнан пурнăçра шырланĕ-лакăмĕ те туллиех, ыррипе начарри те юнашарах. Наталья Геннадьевнăн та хура-шурне курма тивнĕ. Вăл Архангельск хулинче çут тĕнчене килнĕ. Шел те, инкек куçа курăнса килмест çав. Тăватă çулта чухне тăван амăшĕн кун-çулĕ сасартăк вăхăтсăр татăлнă. Хĕрачана Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсен хÿттине илнĕ. Мăнукĕ Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнтĕр тесе тăрăшнă. Наталья сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе ачаранах кăсăкланнă. Вăл тантăшĕсенчен анлă тавракурăмпа уйрăлса тăнă. Ăна юлташĕн амăшĕ, фельдшерта тимлекенскер, укол тума та вĕрентнĕ. Практика хăнăхăвĕсем те пулнă. Вăтам шкул хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр тÿрех Канашри медицина училищине çул тытнă. Экзаменсенче лайăх паллăсем илнĕ. Медучилищĕрен вĕренсе тухсан юратнă ĕçре тăрăшма пуçланă.

Наталья Геннадьевнăн икĕ хĕр. Кĕçĕнни амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Канашри медицина колледжĕнче ăс пухать. Диплом илсен унăн та Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлес кăмăл пур иккен.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика