Кĕвĕçнипе хĕненĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2021, 08:29 Просмотров: 518

Аслă арçын хăйĕн хĕрĕ пулма пултаракан ÿсĕмрипе пурăнни – хăех ырă пулăм мар. Тата вăл алă çĕклеме юратать пулсан пушшех те. Кирлех-ши кун пек хутшăнусем?

Уравăш ялĕнче 43-ри арçын, акă, 18-ти хĕре суранланмаллах хĕнесе пĕтернĕ. Пĕрле арлă-арăмлă пурăннă иккен вĕсем. Арçын çамрăкскере хытах кĕвĕçнĕ курăнать – çак кун та хирĕçÿ ку сăлтавпах пуçланнă. Киревсĕр ĕç, каласа хăвармалла, кăçалхи августра пулнă. Республикăри Следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ÿсĕр арçын хĕре кĕреçе аврипе 30 хутран кая мар тивертнĕ. Пуçĕнчен, кĕлеткинчен, ытти вырăнтан вăйлах лектернĕ. Сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ тесе палăртнă уголовлă ĕçре. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «з» пункчĕпе пуçарнă.

– Ку арçыннăн айăпне свидетельсен сăмахĕсем те, суд экспертизин кăтартăвĕсем те çирĕплетрĕç. Судпа психиатри экспертизи вара çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕ: унăн ăс-тăн чирĕ пур. Çавна май çÿлерех асăннă киревсĕр ĕç вăхăтĕнче вăл мĕн тунине кирлĕ пек ăнланман, хăйне хăй тĕрĕслевре тытайман. Халĕ те ытти çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларать. Суд ăна психиатри стационарне хистевлĕ сиплеве яма йышăннă, – тенĕ Следстви управленийĕн официаллă информацийĕнче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика