Вашават. Çавăнпа хисепре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 09:51 Просмотров: 436

Кирек мĕнле учрежденире те çынна епле кĕтсе илни, унпа мĕнле калаçни ку коллективăн пĕтĕмĕшле «сăнне» кăтартать. Вăрнар район тĕп больницин ача-пăча поликлиникин медицина регистраторĕ Людмила Антонова çакна аван ăнкарать – хăйĕн кăмăлĕ темле пусăрăнчăк пулсан та çынпа сиввĕн калаçас йăла çук унăн. Ку – ĕçе парăннин кăтартăвĕ ĕнтĕ.

Ĕçе чунтан юратни унăн, чăн та, пациентсемпе калаçнинчен тÿрех курăнать. Ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшсене пурне те паллать тесен те йăнăш мар. Çавăнпа та вĕсен медицина карттисене куç хупнă пек тупса парать, хăш педиатр патне каймаллине тĕплĕн ăнлантарать. Вунă çул ытларах тимлет Людмила кунта – пĕчĕк пациентсем куç умĕнче тенĕ пек ÿснине савăнса сăнать. Пуринпе те тарават вăл. Çавăнпа ĕнтĕ ăна кĕçĕннисем урамра курсан та сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Хăй те сăмах пуçармасăр чăтаймасть, ачасемпе савăнсах калаçать.

Пĕр пăхсан, медицина регистраторĕн ĕçĕ ансат пек туйăнать. Анчах та унăн ĕç кунĕ нумай чухне кунĕпе ура çинче иртет. Кунне регистратурăна вун-вун çын килет, карттăсене тупмалла, талонсем памалла, даннăйсене компьютера кĕртмелле, картотекăна йĕркелемелле, кĕнекесене пăхса тăмалла, шăнкăравсене хуравламалла. «Пĕр хăнăхнă та кун иртнине те, ывăннине те туймастăп. Ĕçе ĕçлеме килетпĕр-çке. Ĕçлес текен çыннăн ĕçре пушă вăхăт ытлашши нихăçан та пулмасть», – тет Людмила Александровна.

– Хамăн вырăна тупрăм тесе шутлатăп. Ĕçе кунсерен савăнса утатăп, – калаçăва малалла тăсать вăл.

Регистратурăра тирпейлĕх хуçаланать. Ĕçе çăмăллатас тесе картотекăна алфавитпа йĕркеленĕ – çакă пациентсене те чÿрече умĕнче вăрах тытăнса тăрассинчен хăтарать.

Людмила Енĕш салинче Михайловсен йышлă, ĕçчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Халĕ хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ. Икĕ ачине мăшăр хăйсем пекех ырă кăмăллă, вашават, ĕçчен пулма хăнăхтарса ÿстерет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика