«Эпир пултаратпăр! Эпĕ пултаратăп!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:35 Просмотров: 381

2016 – 2018 çулсенче Ракпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун (февралĕн 4-мĕшĕ) çак девизпа иртнĕ

Рак ăруран ăрăва куçакан чир тени тĕрĕс мар. Онкочирсен пилĕк проценчĕ кăна генран куçать.

Рака çак сăлтавсем пуçарма пултараççĕ:

1. Самăрлăх. Ар тытăмĕнчи шыçăсем нумай чухне самăр хĕрарăмсен пулаççĕ. Çавăнпа та кăкăр парĕсен ракне асăрхаттарас тесен йывăрăша йĕркене кĕртмелле.

2. Çуллă апат-çимĕç ытлашши çини. Талăкра кунашкал çимĕç 60 грамран пысăкрах пулмалла мар.

3. Сиенлĕ çимĕç çини. Тĕтĕмленĕ, ăшаланă продуктсем хулăм пыршăлăх ракне пуçарма пултараççĕ.

4. Кăлпасси изделийĕсене çини. Вĕсене хатĕрленĕ чухне красительсем вырăнне нитритсемпе усă кураççĕ. Вĕсем кăлпассие хитре кĕрен тĕслĕ тăваççĕ, çав вăхăтрах хăйне евĕрлĕ канцерогенсем те шутланаççĕ. Çакă кăлпассипе сосискăсене яланлăх çиме пăрахмалла тенине пĕлтермест, анчах та вĕсене кăна çини сывлăхшăн çав тери хăрушă.

Шыçăсене асăрхаттарма пулăшакансем:

1. Пахчаçимĕç тата улма-çырла – вĕсем витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян, вĕсем клеткăсене йĕркеллĕ ĕçлеттереççĕ, рака куçарма памаççĕ.

2. Клетчатка. Этем организмĕнче ирĕлмен апат элеменчĕ – пахчаçимĕçре, улмаçырлара, пучахлă тырăра нумай. Вăл хулăн пыршăлăх ракне пуçарассине чакарать.

Харпăр хăй сывлăхне йĕркеллĕ упраса пурăнни шыçă чирĕсемпе чирлессине 60–90 процент чакарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика