Вулав модăран ан тухтăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.12.2021, 13:40 Просмотров: 182

Виçĕмкун район историне тата тепĕр чап-лă пулăм çырăнчĕ – рай-онти тĕп библиотека федераллă проект йĕркипе çĕнелнĕ хыççăн çĕнĕ фор-матпа ĕçлеме тытăнчĕ.

Кунти сывлăш, çĕнĕ обстановка, тĕрлĕ тĕссем, уçă çÿлĕксем, вĕсем тата стенасем çинче çырнă тĕрлĕ ăслă шухăшсем... – пĕтĕмпех вулав патне туртăнма хистеççĕ. Халĕ кунта кĕнеке килсе илме е тавăрма кăна мар, хăвна тĕрлĕ енлĕ аталантарма, тĕлпулусем, калаçусем ирттерме май пур.

Çĕнĕ ăру библиотеки. Мĕн чухлĕ ырă, кирлĕ шухăш хывăннă ку проекта. Пĕтĕмпе вăл сакăр зала пĕрлештерет. «Навигаци» библиотекăн ытти зонисем пирки пĕлтерет. «Çемье туртăмĕн сферине» пĕчĕк ачасемпе те килме май пур. Аслисем кĕнекесемпе паллашнă вăхăтра кĕçĕннисем ятарлă кĕтесре вĕрентÿллĕ программăсене ăса хывма пултараççĕ.

– Кĕнеке вулатăр-и; – кăсăклантăм «Çамрăксен хутлăхĕнче» кроссворд шухăшлакан каччăсенчен. Вĕсем библиотекăна тăтăш çÿрени, шкул программинчи çеç мар, ытти авторсене те кăмăллани пирки пĕлтерни килĕшрĕ.

Ку зона çитĕнекен ăрăва хăй патне ытларах туртĕ – унта çемçе дивансем, пуфсем çинче кĕнеке вуланисĕр пуçне пысăк экранпа тĕрлĕ вăйăсем выляма е футбол-хоккей вăййисене пăхма пулать.

«Кĕнекепе контактра» зона мини-кинозала тата кĕнеке фондне пĕрлештернĕ. Чăннипех те хăтлă, литература тĕнчине илĕртекен зал. Пĕр-пĕр классикăн хайлавне вулатăн çеç мар, ун тăрăх ÿкернĕ фильма пăхма пултаратăн.

«Арт-холра» интерактивлă сенсорлă киоск библиотекăпа, ун тивĕçтерĕвĕсемпе, каталогсемпе, мероприятисен анонсĕпе паллаштарать. Кунтах курав зони пур. Хальхинче унта Вăрнарти 2-мĕш шкулти музыка учителĕ Ольга Николаевна Николаева ăсталанă чăваш тумĕсем вырăн тупнă.

«Вулав-калаçу» зона та ачасене ытларах илĕртĕ. Кунта вĕсем хăйсен ĕçĕсене мультфильма çавăрма пултарĕç. Тен, малашне Вăрнар çамрăкĕсен мультфильмĕсем экрансем çине тухĕç.

«Чикĕсĕр хутлăх» уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Вăл япăх куракансене пулăшас тĕллевлĕ. Кунтах аслă ÿсĕмрисем компьютер тата финанс пĕлĕвне илĕç.

«Диалог» зал тĕрлĕ енлĕ мероприятисем, уçă калаçусем йĕркелеме май парĕ.

Çĕнĕ ăру библиотеки чăннипех те аталану вырăнĕ пулса тăрать. Проект йĕркипе вăл пысăк технологиллĕ пичет оборудованийĕпе пуянланнă. Унпа районти авторсен кĕнекисене, библиотека хаçатне пичетлеме палăртаççĕ.

«Культура хутлăхĕ» проект йĕркипе библиотека фончĕ те пысăкланнă – çÿлĕксем çине 5 пине яхăн çĕнĕ кĕнеке вырнаçнă. Фондра 40 пин ытла издани. Юсава вара пĕтĕмпе 10 млн тенкĕ кайнă.

– Чăваш ен вулав çурчĕсене модернизацилессипе яланах малта пырать. Пирĕн регион пилотлисен шучĕпе темиçе çул каялла 600 модульлĕ библиотека уçнăччĕ. Халĕ тата та малалла утрăмăр. Çĕнĕ ăру библиотекин майĕсем те ÿсрĕç. Черетре ял библиотекисене çĕнетесси, çÿллĕрех шая çĕклесси, – терĕ республикăн культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова вăрнарсене паллă пулăмпа саламланă май.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов çĕнĕ йышши стандарт библиотека тивĕçтерĕвĕсене палăрмаллах ÿстерессине, вулакансене ытларах явăçтарассине каларĕ.

– Çын мĕнле пулассине вăл кампа хутшăнни тата мĕнле кĕнекесем вулани палăртать. Пирĕн çамрăксене гаджетсем умĕнчен кăларса вулавпа туслаштармалла. Çĕнетнĕ библиотека çак тĕллеве пурнăçлас шанăç пысăк, – терĕ Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников.

Библиотека коллективĕн плансем пысăк. Людмила Уткина директор çĕнелнĕ библиотекăн хăвачĕпе туллин усă курассине пĕлтерчĕ.

Вулав каллех модăра. Çак чĕнÿ пурне те кĕнеке тĕнчине илсе çитертĕр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика