Ытларах та шыраса илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:35 Просмотров: 379

Пĕлтĕрхи сентябрьте Л. гражданин каркас çурт туса лартма пĕр тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ çырнă. Строительство ĕçĕсен хакĕ – 434000 тенкĕ.

Заказ параканĕ стройматериалсем илме «С» обществăна 250000 тенкине малтанах тÿлесе хунă. Ытти пайне, килĕшÿре палăртнă пек, кайран татмалла пулнă: кăшкарне вырнаçтарнă тата тăррине витнĕ хыççăн 100 пин тенкĕ, пĕтĕм ĕçсене вĕçлесен 92 пин тенкĕ.

Строительствăна ноябрь пуçламăшĕнче пĕтермелле тесе паллă тунă. Анчах подрядчик килĕшÿре палăртнă ĕçсене пуçăнма васкаман, хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçламан.

Лав вырăнтан та тапранманнине кура, Л.-н аванса каялла илме претензипе тухма тивнĕ. «С» общество 250000 тенкĕне тавăрма шантарнă-ха, анчах хуçи укçана каллех кĕтсе илеймен. Çапла майпа Л. Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрне пулăшу ыйтма килнĕ. Кунта консультаци центрĕн специалисчĕсем унăн çак пăтăрмахлă лару-тăрури прависене ăнлантарнă, укçа-тенкĕне тавăрма тавăç çырăвĕ хатĕрлеме пулăшнă.

Шупашкар хулин Калинин район сучĕ тавăçа Л. майлă туллин тивĕçтернĕ. «С» обществăран аванс укçине те, потребитель ыйтăвне вăхăтра тивĕçтерменшĕн тата договорти ĕçсене вăхăтра пурнăçламаншăн неустойка виçине те, ют укçапа усă курнăшăн процентсене те, мораль сиенĕшĕн компенсаци те шыраса илме май килнĕ – пĕтĕмпе 507027 тенкĕ те 56 пус.

Шанчăксăр подрядчиксем хăть кам тĕлне пулма пултараççĕ. Çавăнпа та республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн консультаци центрĕн специалисчĕсем яланах пулăшма хатĕр. Вĕсем саккунсене ăнлантарнипе пĕрлех кирлĕ документсене (претензи, заявлени, тавăç тата ытти) çырма пулăшĕç. Çыхăнмалли телефонсем – 8(8352)56-46-66, 56-29-01. Адресĕ: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 201, 202-мĕш пÿлĕмсем. Ыйтусене Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа та яма юрать.

Ирина ЯКОВЛЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика