Хула хутлăхĕн хăтлăхне ÿстерме – çĕнĕ мелсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:37 Просмотров: 407

2018 çулта Чăваш ене территорисене хăтлăлатма 262 млн тенкĕ уйăрĕç

Çын хăйне хупăрлакан вырăна яланах хитререх тата хăтлăрах тума тăрăшнă. 90-мĕш çулсенче чечексем çинчен шутламалли те пулман. Çĕршыв ура çинче аран тăнă. Каярахпа хăтлăх хулан коммуналлă хуçалăхĕн уйрăлми пайĕ пулни патне таврăнма тытăнтăмăр. Раççей Президенчĕ ку «ял-хулара пурăнаканпа вырăнти влаç хушшинчи çирĕп хутшăнăва йĕркелекен тĕп çул-йĕрсенчен пĕри» пулнине пĕрре мар палăртрĕ.

Президентăн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсем хыççăн лару-тăру ырă енне палăрмаллах ÿсрĕ. Унта хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пахалăхлă ĕçсемпе тивĕçтерес задачăсем лартнă. 2016 çултан вара хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси Раççей Правительствин малашлăхлă проекчĕ пулса тăчĕ.

Республика Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçласах пырать. Ултă çул хушшинче Чăваш ен хулисен çеç мар, саласемпе пĕчĕк ялсен сăнĕсем те улшăнчĕç. Тротуарсем, архитектурăн пĕчĕк формисем, фонтансем, клумбăсем йĕркеленчĕç. Декоративлă-художествăлла çутатасси ырă йăла пулса тăчĕ. 1400 ытла çурт территорийĕсене юсанă. 1000 ытла ача-пăча тата спорт площадки çĕкленĕ. 160 ытла çĕнĕ парксем, аллейăсем, скверсем чĕртнĕ.

2017 çулта Раççей строительство министерствипе Чăваш Республики çырнă килĕшÿ тăрăх хула хутлăхĕн хăтлăхне йĕркелеме 260 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Субсидисене Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсем тивĕçнĕ. Хăтлăх объекчĕсене суйлама тата проектсене çирĕплетме çынсене те явăçтарнă.

Çапла обществăлла 14 хутлăха тата 73 çурт территорине илемлĕх кĕртнĕ. Вăйă тата спорт оборудованийĕн 100 ытла элементне вырнаçтарнă. Улатăрти, Çĕмĕрлери тата Канашри культурăпа кану паркĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти Ельниково ращи çĕнелнĕ. Ытларах та тума пултарнă. Çынсенчен заявкăсем пуçтарасси, обществăпа сÿтсе явасси, эскизсемпе проектсене хатĕрлесси, конкурс витĕр тухасси çине вăхăт нумай кайнă.

Ку пилотлă проект шутĕнче пулнă. Кăçалтан вара вăл туллин ĕçлеме тытăннă. Федераллă бюджетран пур муниципалитетăн та пулăшу илме май пур. Пĕлтĕрхи çитменлĕхсене шута илнĕ. Халĕ пур проекта та обязательнăй йĕркепе республикăн тĕп архитекторĕ патĕнче çирĕплетмелле. Заявкăсемпе эскизсене пурне те малтанах пăхса тухĕç. Эппин, 2018 çулта пире масштаблă çĕнетÿсем кĕтеççĕ.

Вăрнар районĕнче «Хула хутлăхĕ» проектпа пĕлтĕр поселока сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра – Ленин тата А.Иванов урамĕсенче асфальт сарма 19 млн тенкĕ енне. Ленин, Чернышевский, К.Маркс, Советски, А.Иванов урамĕсем патне пыракан çулсене юсанă. Ленин урамĕнчи 43-мĕш тата А.Иванов урамĕнчи 38-мĕш çуртсен кил хушшинче ача-пăча площадки вырнаçтарнă.

Ку программăпа 2018 çул валли те сахал мар ĕç палăртнă. Пысăк пайĕ çулсене юсассипе çыхăннă. Районти культура çурчĕ çумĕнчи культурăпа кану паркĕ çĕнелĕ, çуталĕ. Тракторнăй, Северный тата Зеленый тăкăрлăксенчи çурт территорийĕсене хăтлăх кĕртĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика