Такăр пулччăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2022, 09:39 Просмотров: 321

Çĕнĕ çул уявĕсенче çутçанталăк хăйĕн ырлăхĕпе савăнтарчĕ. Лапка-лапка юрĕ тăтăшах çурĕ. Тавралăх илемпе тыткăнлать пулин те, ял-саласене транспорта кĕрсе çÿреме пачах та çăмăл мар. Юрать, вырăнти хăйтытăмлăх лару-тăрăва тимлĕхрех тытать.

Кульцав ял тăрăхĕнче те йĕркелĕх хуçалантăр тесе администраци Николай Алексеевич Герасимов хресчен-фермер хуçалăхĕпе муниципаллă контракт çырнă. Ку подрядчик малтанхи çулсенче те яваплăха туйса ĕçленипе палăрнă. Кăçал та хăйĕн ятне çÿлте тытасса шанаççĕ.

Мăн Явăш ял тăрăхĕнче те çулсемпе урамсене юртан тасатасси пысăк тимлĕхре. Ку тивĕçе пурнăçлассишĕн «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕ яваплă. Подряд организацийĕн техники 11,2 çухрăма тăсăлакан çулсене хăвăртах юртан тасатать. Çил-тăманлă çанталăкра та техника шавĕ илтĕнет.

Шĕнер Ишек ял тăрăхĕнче те йĕркелĕх хуçаланать. Надежда Кичаева предприниматель тăрăшнипе çулсем çинче кĕртсене пухăнма памаççĕ. Подрядчик шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика