Йăлана манмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2022, 09:39 Просмотров: 464

Юлашки çулсенче чылай ялта Раштав уявĕн кунĕсенче культура ĕçченĕсем пуçарнипе çветкăна тухаççĕ.

Ку йăла маларахри çулсенче пур çĕрте те анлă сарăлнăччĕ% çамрăксем анчах мар, аслăраххисем те тĕрлĕ тумсем тăхăнса килĕсерен çÿресе сывлăхпа телей, тăнăçлăх ыйтатчĕç.

Раштав уявĕсенче Элмен Сунарта та çветкăна хаваслăн паллă тунă. Культура çурчĕн ертÿçи Елена Тимофеева авалхи йăла пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Çакă ял çамрăкĕсен чунне хăпартлантарнă, вĕсем – Татьянăпа Дарья Тимофеевасем, Кирилл, Константин тата Лариса Леонтьевасем, Денис Иванов, Андрей Нетронев, Семен Иванов – тĕрлĕ сăнарсен тумĕсене тăхăнса килĕсерен юрă-ташăпа çÿренĕ. Ял çыннисем савăннă, йăласене пĕтме паманшăн ачасене тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика