Çĕнĕ техникăсăр аталанаймастăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2022, 09:40 Просмотров: 496

Ял хуçалăх организацийĕсем патшалăх пулăшăвĕпе те, кредит ресурсĕсене явăçтарнипе те, çавăн пекех хăйсен укçипе усă курнипе те мехпарксене пуянлатаççĕ.

Иртнĕ çул районти предприятисем 180 миллион та 590 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Виçĕмçул, паллах, кăтарту пысăкрахчĕ. Ун чухне мехпарксене 207 миллион тенкĕлĕх пуянлатнăччĕ.

Пĕлтĕр Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тĕрлĕрен тĕрлĕ техника туяннă. Çав шутра урапаллă тракторсем 8 единица: «Беларус-1025» – 4, «Кировец» – 2, «Беларус-82.1» –1, «Джон-Дир 8R 340» – 1. Техника йÿнĕ мар. Кĕмĕл-нухрачĕ сахал мар кирлĕ. Акă, комбинатăн «Джон Дирĕ» кăна 18 миллион тенкĕ ытла тăрать. Асилтеретпĕр, хамăр çĕршывра кăларнă ял хуçалăх машинисене илни усă парать, мĕншĕн тесен патшалăх тăкакăн 40 процентне субсидилет. Агрохолдинг техникăна йăлтах хăйĕн укçи-тенкипе туяннă.

– Агрохолдингра «техника – ял хуçалăхĕн чĕри» пулнине ялан асра тытаççĕ, çавăнпа та предприяти аталану çулĕпе пырать. Ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче ÿсĕмсем тăвать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкне çулленех ÿстерсех пырать, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Денис Константинов.

«Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем те пурнăç уттинчен юлмаççĕ, аталану çулĕпех пыраççĕ. Çак предприятисен мехпаркĕсем те иртнĕ çул чылай ял хуçалăх машинипе тата техника хатĕрĕсемпе пуянланнă. Мĕнпур техникăна хăйсен нухрачĕпе илнĕ. Акă, тĕслĕхрен, çавалкассем «Беларус–82.1» хурçă ут, «Агрос–585» уй-хир карапĕ, «Газон Next» груз турттаракан автомобиль тата ытти кирлĕ агрегат туяннă. Сăмах çук, энергипе ресурс перекетлекен техникăпа Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх малалла та ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвĕ.

Районти ытти ял хуçалăх организацийĕсем те мехпарксене пуянлатма тăрăшнă. Вĕсем – «Победа», «Янгорчино», «Санары», «Агрохмель», «Компания Агро», «Луч», «Броневик», «Хорнзор», «Знамя» предприятисем, А.Игнатьев, В.Яковлев, В.Павлов, В.Максимов, М.Максимов, В.Дмитриева, Н.Герасимов, А.Аврамов, А.Иванов, М.Максимов фермерсен хуçалăхĕсем. И.Ехлаков уйрăм предприниматель те ял хуçалăх техники туяннă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика