Çулран-çул – хавхалантару

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2022, 09:41 Просмотров: 435

Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă çамрăксене патшалăх тĕрлĕ енлĕ хавхалантарать.

Пулăшу тĕсĕсенчен пĕри – Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендийĕ. Республикăра ăна çуллен 1 пин çамрăк тивĕçет.

Маттуррисен йышне вăрнарсем те çулсеренех кĕреççĕ. Кăçалхи стипендиатсем саккăрăн. Вĕсенчен ытларахăшĕ – вĕренекен çамрăксем. Дарья Андреевапа Максим Петров Вăрнарти 1-мĕш, Андрей Сухарев Вăрнарти 2-мĕш шкулсенче, Дарья Григорьева Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илеççĕ. Валерия Герасимова тата Виктория Кожанова – Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем.

Тепĕр стипендиат – Ирина Геннадьевна Васильева, ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ. Ку чыса вăл çамрăк ăрăва çирĕп професси пĕлĕвĕ тата патриотизмла воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ.

Çавăн пекех районтан пултаруллисен ретне Екатерина Войтенко та кĕнĕ, унччен вăл Вăрнарти 2-мĕш шкулта пĕлÿ илнĕ, халĕ тĕп хулара вĕренет.

Уйăхсеренхи стипенди виçи 1830 тенкĕпе танлашать. Çамрăксене ăна вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн, олимпиада-конкурссенче, ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн, тĕрлĕ проект ĕçĕсемшĕн параççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика