Фестиваль çĕнтерÿçи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:37 Просмотров: 420

Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» фольклор ушкăнĕ кĕске вăхăтрах халăхра чаплă сум çĕнсе илчĕ. Ун пултарулăхне хамăр районта пурăнакансем çеç мар, республика тулашĕнчи чăвашсем те юратса йышăнаççĕ.

Нумаях пулмасть «Санар» ушкăн Чăваш ен культура министерствипе Чăваш наци радиовĕ ирттернĕ регионсем хушшинчи «Иксĕлми çăлкуçсем» фестиваль çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Радиоконкурсра вăл «Халăх юррисене упраса хăварасси» номинацире чи нумай сасă пухнă. «Санар» ушкăн хамăр тăрăхри салтак, хăна юррисене шăрантарнă.

Фестиваль-конкурса Çĕрпелти «Янгурчей» ушкăн та хăна юррипе хутшăннă.

Галина Иванова ертсе пыракан «Санар» (вăл 20 çынна пĕрлештерет) , Надежда Ванюшина ертсе пыракан «Янгурчей» ушкăнсене Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче иртнĕ гала-концерта чĕннĕ.

Тĕлĕнмелле пуян иртнĕ вăл. Аваллăх, вăрçă, патриотизм, чăвашлăх темисене пĕрлештернĕ. Фестивале тутар, пушкăрт чăвашĕсем, Оренбург облаçĕн диаспори хутшăннă.

Гала-концерт тăхтавĕнче «Санар» ушкăн куракансене фойере 20 минут илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика