Суту-илÿпе ĕçлекенсем ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:39 Просмотров: 402

Район экономикин аталанăвне пĕчĕк предпринимательство та хăйĕн тÿпине хывать.

Туса кăларакан продукци, тивĕçтерÿсемпе тĕрлĕ ĕçсен калăпăшĕ ÿсет. Çавна май бюджета налук тÿлевĕсем ытларах кĕреççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ.

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 753 субъекчĕ шутланать. Вĕсенче 3785 çын ĕç вырăнĕ тупнă (экономикăра тимлекенсен пĕтĕмĕшле хисепĕн 40,7 проценчĕ). Ку тытăмра суту-илÿпе тата обществăлла апатлану енĕпе ĕçлекенсем ытларах (49 :), ял хуçалăхĕпе – 17,3 :, туса кăларакан производствăпа – 15,2 :, строительствăпа – 12 :. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра вăй хуракансем вăтамран уйăхсерен 17000 тенкĕ илеççĕ.

Пирĕн тăрăхра ваккăн суту-илĕвĕн 343 объекчĕ, обществăлла апатланăвăн 29 тата йăла тивĕçтерĕвĕн 55 предприятийĕ ĕçлет. Пĕлтĕр пĕчĕк предпринимательство шутне кĕмен суту-илÿ организацийĕсенче ваккăн таварçаврăнăш 757,8 миллион тенкĕпе танлашнă, обществăлла апатлану предприятийĕсенче – 57,8 миллион тенкĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика