Проектсем пурнăçа кĕреççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:39 Просмотров: 420

Предприятисемпе организацисен экономика ĕçĕ-хĕлĕнче инвестици пайĕ тĕп вырăн йышăнать. 

Районта чи пысăк инвестици проекчĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче пурнăçа кĕрет. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ – 523,5 млн тенкĕ. 2017 çулта хывнă инвестицисен калăпăшĕ филиалта 227,8 млн тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществи 4 инвестици проекчĕпе ĕçлет, хакĕ – 236,1 млн тенкĕ. Пĕлтĕр 63,9 млн тенкĕпе усă курнă, 4 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă общество хывнă инвестицисем 34,1 млн тенкĕпе танлашаççĕ.

Ял хуçалăхĕн сферинчи инвестицисен виçи – 231,2 млн тенкĕ. Çав шутра пысăк тÿпе «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин (173,5 млн тенкĕ). Агропромышленность комплексĕнчи инвестицисен 10 проценчĕ «Мураты» ял хуçалăх кооперативне тивет – 24,9 млн тенкĕ. Кунсăр пуçне «Вурнарская» МСО» акционерсен хупă обществи 50 хваттерлĕ çурта хута янă (80 млн тенкĕ), 40 хваттерлĕ çуртăн строительствине (60 млн тенкĕ) кăçал вĕçлемелле. 2017 çулта организаци усă курнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 49,1 млн тенкĕ.

Кăçал, планпа пăхнă тăрăх, 676,5 млн тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика