Сыснасем те сывă пулччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:11 Просмотров: 402

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче сыснасен Африка чуми (АЧС) алхасать. Шел те, çав шутра Чăваш Республикинче те ку мур пуçне çĕкленĕ.

Пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш районĕсенче хир сыснисем чумапа чирлĕ пулнине тупса палăртнă, вырăнти ял поселенийĕсенче усракан сыснасене пуçтарса тĕп тунă. Куславккари «Юлдаш» ПФ» тата Çĕнĕ Шупашкарти «Приволжские колбасы» МП» предприятисенче хатĕр аш-какай продукцийĕсенчен илнĕ генетика материалĕнче мур микроорганизмне малтан Чăваш Республикин Ветеринари лабораторийĕнче, ун хыççăн Владимир хулинчи Чĕрчунсен сывлăхне хÿтĕлекен центрта тупса палăртнă.

Сыснасен Африка чуми хăрушă тата хăвăрт сарăлакан чир. Унпа пур ÿсĕмри сыснасем асапланаççĕ. Вĕсен ÿт температури 42 градус таранах ÿссе каять, ÿчĕ хĕрелме пуçлать, вăл пÿрнепе пуссан та шуралмасть. Чир ернĕ сыснасем чĕкĕрме пуçлаççĕ, ÿсĕреççĕ, сăмсаран юн каять, урисем утайми пулаççĕ. 5–7 кун иртсен чирлĕ сыснасем вилеççĕ. Ку пысăк тăкак кÿрет.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин 2010 çулхи 258-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн сысна ĕрчетекен пысăк комплекссенче тата кил хуçалăхĕнче сысна усрамалли йĕркесене çирĕплетнĕ. Ун тăрăх хуçалăхсен зоосанитари статусне ÿстерес (III тата IV компартамент) е альтернативлă майпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тунă йышăнусене кĕртнĕ.

Чире сарăлма чарас тĕллевпе çак мерăсене йышăнмалла:

сысна фермисемпе комплексĕсенче ĕçе «хупă» режимпа йĕркелемелле. Çынсемпе выльăхсем унта тĕрĕслевсĕр кĕрсе ан тухчăр тесен, ферма территорийĕ тавралла 2 метр çÿллĕш хÿме тытса çавăрмалла;

территорие кĕмелли тĕп вырăнта дезбарьера тăрă айĕнче тумалла, çанталăк сивĕ чух дезраствора ăшăтса тăмалла;

ĕçченсене ятарлă тумтирпе тивĕçтермелле, сысна усракан хуçалăхра таса мар тумтирсене çăвассине йĕркелемелле;

сыснасен ашне ветэкспертиза тутармалла;

мĕнпур категорири хуçалăхсенчи сыснасене пăхса тĕрĕслесех тăмалла;

сыснасене тытакан пÿлĕме сăвăссемпе юн ĕçекен хурт-кăпшанкăран тăтăшах тасатса тăмалла;

шăши йышши кăшлакан чĕрчунсене наркăмăш хурса пĕтермелле, вĕсен виллисемпе наркăмăш юлашкийĕсене пухса ятарлă вырăнта çунтармалла;

витесене вăхăтран-вăхăта дезинфекцилемелле, кун валли дезинфекци хатĕрĕсем яланах кирлĕ чухлĕ пулмалла.

Вăрнарти ветеринари станцийĕ АЧС лару-тăрăвне тĕрĕслес тесе хир сыснисен патологи материалĕсен 30 пробине, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО-ри тата «Луч» ЯХПК-ри сыснасен 163 пробине мониторинг тĕпчевĕсем туса ирттернĕ. Чир пуррине тупса палăртман. Сыснасене классика чума чирĕнчен 42646 пуç, шыçă (рожа) чирĕнчен 40114 пуç таран профилактика уколĕсем тунă.

Ăнсăртран сыснасем хавшарĕç пулсан пĕлсе тăрăр – выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире «вĕри лини» ĕçлет. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-50-48, 2-56-67.

Владимир МАТВЕЕВ,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика