Тытса тăтăр ĕмĕрех ентешлĕх пире...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:11 Просмотров: 217

1988 çулта эпир, кивçурт-енĕшсем, пĕрремĕш хут районта Анатолий Кипеч сăввипе кĕвĕленĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» юрра илтсес-сĕн çав тери тĕлĕнтĕмĕр те мăнаçлантăмăр.

– Ара, юрлаканĕ Анастасия Семенован хĕрĕ Людмила вĕт-ха, – хавхалануллăн калаçатчĕç ялта. Ун чух ку юрра урамра та, хăнара та час-часах илтеттĕмĕр, халăх юратакан юрă пулса тăчĕ. Уçă сасăпа шăрантарнăшăн Людмила Ивановнăна «Чăваш Зыкини» тесе те калатчĕç.

Ун хыççăн вăл халăха килĕшекен нумай çĕнĕ юрă юрларĕ, халĕ те вĕсемпе пирĕн чунсене хумхантарать, пурăнма хавхалантарать.

Пĕлтĕр раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ чăваш халăх артистки Людмила Семенова хăйĕн 60 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ.

Çак паллă кунпа Енĕшри вулавăшра Валентина Петрова библиотекарь «Эх, юррăм, янăра» курав хатĕрлерĕ. Кунта мухтавлă ентешĕмĕрĕн ачалăхĕнчи тата шкул вăхăтĕнчи, Чăваш юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă самантсене сăнласа панă. Асăннă курава уçма Людмила Ивановна хăй ятарласа çитрĕ. Унпа пĕрле тăван аккăшĕ Акулина, Чăваш Писательсен союзĕн членĕ Лидия Филиппова, Чăваш ГТРК радиожурналистки Альбина Фомина тата Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсем килчĕç.

Кивçурт-енĕшсем Людмила Семеновăна сума суса кĕтсе илчĕç, ял пуçĕнче ăна саламласа пысăк баннер вырнаçтарчĕç.

Чăваш халăх артистки чи малтанах ял скверĕнчи хамăр ентешĕмĕрĕн – Совет Союзĕн Геройĕн Степан Илларионович Илларионовăн – палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕ.

Енĕшри культура çуртĕнче хăнасене «Кипек ен» (ертÿçи Лидия Михайлова) ансамбль юрăпа кĕтсе илчĕ.

«Шĕнер ен» (ертÿçи Олег Семенов) ансамбль хăйĕн пысăк ушкăнĕпе чăваш юррисемпе савăнтарчĕ, Людмила Семенован юррисене те шăрантарчĕç.

Людмила Семеновăна Енĕш шкулĕнче вĕрентнĕ хисеплĕ учительсем Любовь Ивановнапа Виктор Нестерович Нестеровсем те саламларĕç, пурнăçра çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç. Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Юлашки вăхăтра Людмила Ивановна журналистикăра та палăрăмлă утăмсем тăвать. Вăл ертсе пыракан «Ĕмĕр сакки сарлака» передачăна ЮТВ телевидени каналĕпе кăтартаççĕ. Паллă юрăçăн сассине радиопа та илтнĕ. Пĕрре кăна мар хамăр район çинчен те передачăсем хатĕрленĕ. Хăйне хисеплесе кĕтсе илнĕшĕн Людмила Семенова пурне те чун-чĕререн тав турĕ. «Тăван яла яланах туртать, вăл аталанса пыни пурăнма, творчествăра çитĕнÿ тума татах вăй парать», – терĕ вăл. Час-часах тăван тăрăха килсе çÿреме шантарчĕ.

Концерт вĕçленнĕ май пурте залра ура çине тăрса пĕрле тăванлăх юррине шăрантарчĕç:

– Эй, тăвансем, тăвансем, мĕн каласа юрлам-ши; Тытса тăтăр ĕмĕрех тăванлăх пире.

Çапла пултăрччĕ...

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕш.  

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика