Тимлĕхре – аталану ыйтăвĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:15 Просмотров: 446

Юнкун Вăрнар район-не Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Ĕçлĕ çулçÿревре унпа Чăваш ен Пуçлăхĕн помощникĕ Олег Моляков, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Федор Степанов та пулнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем район пуçлăхĕпе Владимир Яковлевпа тата райадминистраци ертÿçипе Андрей Тихоновпа республикăн Социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программин йĕркипе пирĕн тăрăхра пурнăçа кĕртмелли инвестици тата инфраструктура проекчĕсене сÿтсе явнă. Палăртмалла, пысăк хăнасем чи малтанах районти чи çивĕч, проблемăллă ыйтусене тимлĕхе илнĕ, уйрăмах – аграри тата промышленность секторне тивекеннисене.

Çавна май ушкăн хăшпĕр предприяти-организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе те вырăнта тĕплĕн паллашнă. Пĕрремĕш объект – Геннадий тата Юрий Спиридоновсем ăнăçлă ертсе пыракан «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ. Хуçалăх чылай çул ĕнтĕ ÿсентăран отраслĕнче те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те тухăçлă тимлет. Районăн аграри тытăмĕн аталанăвне чи пысăк тÿпе хывакансенчен пĕри. Предприяти вăхăтпа тан пырать, ял хуçалăхне курăмлă инвестицисем хывать.

Хуçалăх ĕç-хĕлĕ пирки каласа панă май, Геннадий Спиридонов проблемăллă самантсене те çĕкленĕ. Пĕрремĕшĕнчен, минераллă удобренисем тата ÿсентăрансене хÿтĕлемелли препаратсем туянакан хуçалăхсене субсидисем уйăрас майсем пирки. Çакă тăван çĕр çинче ял хуçалăхĕпе тăрăшас текенсене татах та çăмăллăхсем парĕччĕ. Çавăн пекех вăл Вăрнар – Упи – Красноармейски республика çулĕн Мăн Явăш еннелле каякан участокĕн юсавĕн тата Çăкаллă Явăшри Тĕп урамри çул строительствин ыйтăвне те хускатнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хăйсен продукцине туянакансем те, çĕмĕрĕлнĕ-арканнă çула пула, хуçалăх склачĕсем патне килсе çÿресшĕн мар иккен.

Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче А.Аксаков ертсе пыракан ушкăн предприятире сĕт-çу продукцине кăларассине мĕнле йĕркеленипе паллашнă. Федор Волков директорăн сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн, завод, йывăрлăхсене пăхмасăрах, производство калăпăшне ÿстерсе пырать. Предприятин, налук парăмĕсемпе çыхăннă хăшпĕр чăрмавсем пур пулин те, малашлăх аталану планĕсем пысăк.

Районти кăткăс, паянхи кун актуаллă ыйтусемпе ĕçсене «Август» компанин «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче иртнĕ «çавра сĕтелте» те хĕрÿ сÿтсе янвă. Владимир Свешников директор «Август» компани енчен район пысăк пулăшу туйнине палăртнă. Сăмахран, вăл муниципалитета тĕрлĕрен патшалăх программисене хутшăнма проектсем хатĕрлеме тата вĕсен экспертизисене ирттерме пулăшать.

Фермерсене пăшăрхантаракан йывăрлăхсемпе чăрмавсем те сахал мар. Елена Фадеева, мăшăрĕпе фермер ĕçне тытса пыраканскер, акă, çакнашкал хуçалăхсене сутнă сĕтшĕн паракан, техника туяннăшăн тивекен субсидисем тĕлĕшпе çăмăллăхсемпе тивĕçтерессине тимлĕхе илме ыйтнă. Патшалăх пулăшăвĕ тĕлĕшпе фермер-хресчен хуçалăхĕсем пысăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе тан мар условисенче пулнине палăртнă вăл. Калаçу Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнчи тĕлпулу вăхăтĕнче иртнĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика