Професси уявĕпе – Тав çырăвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:15 Просмотров: 282

Интернет ресурсĕсем вăй илсе пыраççĕ пулин те, халăха хыпар-хăнарпа паллаштарас ĕçре пичет кăларăмĕсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ те хăйĕн пархатарлă ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, самана таппинчен юлмасть. Этеме çăкăр кăна мар, чун çимĕçĕ те кирлине кашни çемье çирĕп ăнлантăр тесе тăрăшать. Çавна май журналистсем, штатра тăман корреспондентсем халăха кăсăклантаракан тата тарăн шухăша яракан статьясем калăплаççĕ. Район хаçатĕнче паллă çыравçăсен хайлавĕсем те кун çути кураççĕ. Вулакансен кăмăлне шута илсе сĕнÿ-канаш та сахал мар пичетленет. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат тĕрлĕ хыпара социаллă сетьсенче те хастар сарать.

Светлана Чикмякова тĕп редактор пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи планпа паллаштарчĕ. Професси уявне редакцинче тимлекенсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе коллектива район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата хавхалану сунчĕ.

– Эсир чăн-чăн профессионалсем. Хăвăр ĕçе тĕплĕн пурнăçлатăр. Район пурнăçне туллин çутататăр, – терĕ вăл.

Андрей Владимирович администраципе редакцин пĕр тĕллев – халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси – пулнине палăртрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине райадминистрацин Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика