Икĕ çултан тупăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:17 Просмотров: 223

Икĕ çул майлă ĕнтĕ поселокри кашни юпа çинче тенĕ пекех пĕр çамрăка шырани çинчен пĕлтерÿсем çакăнса тăчĕç. Хыпарсăр çухалнă чухне вăл 16 çулта пулнă.

Виçĕмçул, февралĕн 22-мĕшĕнче, вырăнти техникум общежитийĕнчен тухса кайнă та, çакăн хыççăн ун пирки нимле сас-хура та пулман иккен. Хăй те ăçта мĕн туса пурăнни çинчен ним те пĕлтермен. Çĕр тĕпнех анса кайнă тейĕн.

Следовательсем уголовлă ĕç те пуçарнă. Тĕрлĕрен версисене тишкернĕ: хăй тарса çухалнă-и е килĕнче тем пăтăрмах тухнă-и; Е тата арçын ача преступление пула шар курнă, тен; Вăл пулма пултаракан вырăнсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ – шырав пĕр кунлăха та чарăнман темелле. Ку ĕç Раççей Следстви комитечĕн тимлĕхĕнче шутланнă.

Районта ирттернĕ шырав анлăшĕ вара чăннипех те тĕлĕнтерет.

Йĕрке хуралĕн службисем çеç мар, инкеке чуна илнĕ ытти чылай çын шырава хутшăннă. «Лиза Алерт» отряд волонтерĕсем, Вăрнар тата Çĕмĕрле районĕсен администрацийĕсен сотрудникĕсем, вырăнти халăх, Вăрнар тата кÿршĕ районсен сунарçисем пысăк пулăшу кÿнипе тавралли вырăнсене, кил хуçалăхĕсемпе хваттерсене пăхса тухнă, хуçасăр çурт-хуçалăхсене, пушă лаптăксене, канализаци çăлĕсене, путвалсемпе чартаксене тĕрĕсленĕ-мĕн.

Кунсăр пуçне следователь-криминалистсем кăна 100 ытла тишкерÿ ирттернĕ: пилотсăр вĕçев аппарачĕпе, снегоходсемпе, ятарлă криминалистика техникипе усă курса вăрман чăтлăхĕсене, чукун çулсене, автотрассăсене сăнаса тĕпченĕ.

Çак кунсенче, акă, ырă хыпар сарăлчĕ. Тинех тупăннă иккен икĕ çул каялла йĕп пек çухалнă каччă. Телее, чĕрĕ-сывах.

– Хăйне мĕнпур республикипе шыранă вăхăтра вăл Ульяновскра юриех тăванĕсенчен пытанса пурăннă, хулари пĕр автомойкăра ĕçленĕ. Халĕ çамрăк Чăваш енре, килĕнче. Унпа следовательсем ĕçлеççĕ, вăл ют региона лекнин сăлтавĕсене, çак тапхăрта мĕн туса пурăннине палăртаççĕ. Çав шутра – ун тĕлĕшпе саккуна хирĕçле ĕçсем, преступленисем туманнине те, – тенĕ ведомствăн официаллă информацийĕнче.

Хамăр инф.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика