Хаклă парнене тивĕçрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:17 Просмотров: 380

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта кадет класĕ уçăлнăранпа виçĕ çул çитрĕ. Вăл Çĕньял Хапăс ялĕнче ÿссе çитĕннĕ Раççей транспортăн тава тивĕçлĕ ĕç-ченĕ, «Порт Коломна» АО ертÿçи Владимир Яковлевич Алексеев ячĕпе хисепленсе тăрать.

В.Алексеев шкулпа тачă çыхăну тытать. Çамрăк ăрăва ырă ĕçĕсемпе хавхалантарса пырать.

«Спортра хастар, вĕренÿре маттур» тесе калас килет кадетсем пирки. Районта иртекен шахмат вăййисене хутшăннă май, телей кайăкне алăран вĕçертмеççĕ пĕртăван Леонидпа Николай Ермошкинсем. Кaçал та вĕсем пысăк çитĕнÿсем турĕç.

Антон Федоров, Александр Васильев тата Алексей Антонов ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенчен çулсеренех кубок-медальпе таврăнаççĕ. Семен Иванов «Химик-Август» футбол командинче кĕçĕн класранпах вылять.

Ытти ачасем те футболра маттур. Районта иртнĕ футбол турнирĕнче пирĕн шкул команди хастарлăх кăтартрĕ – мала тухрĕ.

Олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса кадет класĕнче вĕренекенсем ăс-тăна туптаççĕ, призерсен шутне кĕреççĕ. Районти экологи, «Кĕрхи сăрăсем» пултарулăх конкурсĕсенче 1-мĕш вырăна, «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ» теори конкурсĕнче 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Çамрăк патриотсен слетĕнче «Паттăррăн утатпăр ялав айĕнче», «Стройра йăрăс – çапăçура хастар» конкурссенче 1-мĕш вырăна тухрĕç, «Зарницăра» вара виççĕмĕш пулчĕç.

8-мĕш класс ачисем Владимир Алексеев ятне çÿллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ.

Кăçал вĕсем Çĕнĕ çул парнине тивĕçрĕç. Хаклă парнене Владимир Яковлевичăн аппăшĕ Антонина Яковлевна Филимонова çитерсе пачĕ.

Ачасем тăрăшса вĕренччĕр, çирĕп сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшать аякри ентешĕмĕр.

Раиса ЕРМОШКИНА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика