Пурте сывлăхшăн тăрăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:18 Просмотров: 265

Ĕçе тата çĕршыва сыхлама хатĕр пулас пирки ГТО комплексне çирĕплетсе ятарлă йышăну тунăранпа пĕлтĕр 90 çул çитрĕ.

Тĕрĕссипе, халăха физкультурăпа спорта явăçтарас юхăм Октябрьти революци хыççăнах пуçланнă. Пирĕн çĕршыв тавралла урăхла идеологиллĕ çĕршывсем пулни хистенĕ, васкатнă. 1918 çулта Ĕç тăвакан Тĕп комитет çар искусствине пурне те вĕрентсе хăнăхтарасси çинчен йышăну кăларнă, тĕрлĕ енлĕ çарпа спорт ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Каярахпа вĕсене пĕрлештерсе ОСОАВИАХИМ обществине тунă, çĕршывĕпех радист, телеграфист, парашютист, моторист, санитар, медсестра, пилот тата ытти ĕçе хăнăхтарнă. Ку енĕпе комсомол паллă вырăн йышăннă.

1931 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче ГТО нормине çирĕплетнĕ. Вĕрентÿ заведенийĕсемпе ĕç коллективĕсенче, милиципе Хĕçпăшаллă Вăйсенче асăннă специалистсене хатĕрленĕ. Спорт енĕпе тĕрлĕ дистанцире утма, ишме, турник çинче туртăнма, канат тăрăх хăпарма, граната ывăтма тата ытти нормăсене тултарма тивнĕ. Шупашкарта Осоавиахим ячĕллĕ урам пурччĕ.

1933 çулта комсомолăн Тĕп комитечĕ сĕннипе ГТО нормине улшăнусемпе хушусем кĕртнĕ. Çаксем пурте вăрçă пуçланиччен çĕршыв хăрушсăрлăхне çирĕплетме пулăшнă.

1972 çулта ГТО-н пилĕк ступеньлĕ нормине çирĕплетнĕ. Паллăрах ступенĕсем – хăюлăхпа çивĕчлĕх, вăйпа паттăрлăх, хастарлăхпа сывлăх ятлисем.

1950 çулсенче Вăрман Кипек шкулĕнче Валентин Емельянов физкультура урокĕсене уçă сывлăшра ирттеретчĕ. Вăл ун чух тин çеç фронтран таврăннăччĕ. Пирĕншĕн чаплă вĕрентекенччĕ, 98 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Кĕçĕн Кипек шкулĕнче те фронтовик, Николай Александров, тимлетчĕ. Вĕсене ун чух военрук теттĕмĕр. Физкультурăпа спортра, ГТО нормине туллин пурнăçлассипе Анатолий Уткин, Иван Петров, Виталий Петров уйрăмах малтаччĕ. Хамăр Уйкас Кипекри Николай Порфирьев, пирĕнтен аслăрахскер, çар училищинче вĕренсе офицер пулчĕ, полковнике çитсе пенсие тухрĕ.

Чулхулара вĕреннĕ çулсенче те физкультурăпа спортран пăрăнман, кайран та «хускану вăл – пурнăç» тенине манман.

Чăваш тата РСФСР халăх артисчĕ Ефим Никитин – Кĕлпук Мучи – артистсен ушкăнĕпе ялсем тăрăх спектакльсем кăтартса çÿренĕ чух хăйĕн пултаруллă хусканăвĕпе пурне те тĕлĕнтеретчĕ, вăл сывă пурнăç йĕркипе питĕ туслă пулни уççăнах палăратчĕ.

Спортпа радио комментаторĕ Юрий Плотников республикăра ирттерекен ăмăртусене радиопа телевиденире те, хаçатсенче те уçăмлă çутатса паратчĕ.

Физкультурăпа спорта явăçнисен хисепĕ çулсерен ÿссе пыни пуриншĕн те кăмăллă. Çакна халăх пурнăçĕ лайăхланса пыни, спорт объекчĕсем чылайланни, сывлăха çирĕплетмелли майсем нумайланни пулăшаççĕ.

Вениамин ИВАНОВ.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика