Пьедестал çинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:18 Просмотров: 375

Районăн ирĕклĕ кĕрешÿçисем çулталăка лайăх кăтартупа пуçларĕç – республика турнирĕнче палăрчĕç.

Чăваш ен первенстви çак кунсенче 16–17 тата 19–20 çулсенчи çамрăксем хушшинче иртнĕ. Кавир çинче Вăрнар районĕн кĕрешÿçисем вунвиççĕн мала тухнă. Александр Васильев (Санарпуç), Наталия Тихонова (Кивьял Хапăс), Екатерина Тихонова (Хурăнсур Çармăс), Анастасия Краснова (Кивьял Хапăс), Анастасия Максимова (Вăрнар) ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ.

Кĕмĕл призерсем виççĕн: Эльвира Филиппова (Хурăнсур Çармăс), Яна Максимова (Вăрнар) тата Елена Петрова (Кÿстÿмĕр).

Пиллĕкĕн пьедесталăн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Вĕсем – Кирилл Андреев (Вăрнар), Антон Федоров (Санарпуç), Юлиана Грачева (Уравăш), Семен Семенов (Пăртас) тата Эвелина Яковлева (Хурăнсур Çармăс).

Вĕсене тата тренерсене – Юрий Львова, Виталий Трофимова, Роман Львова – саламлатпăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика