Пенси фончĕ урлă илĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:19 Просмотров: 221

– Хăшпĕр çынсем, вĕсен шутĕнче Чернобыльте сиен тÿснисем, çар çыннисен арăмĕсемпе ачисем тата ыттисем, 2022 çулччен пособисене социаллă хÿтлĕх органĕсемпе Роструд урлă илнĕ пулсан, кăрлач уйăхĕн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса урăхларах, тÿлевсене Раççей Пенси фончĕ урлă илĕç, – пĕлтерет Раççей Пенси фончĕн Вăр-нар районĕнчи клиент службин ертÿçи Ирина Семенова.

Çĕнĕ çулти улшăну ĕçсĕр юлнă ача ÿстерекен хĕрарăмсене, Чернобыльте сиен тÿснисене, политика репрессийĕ шар кăтартнă çынсене, машинăпа усă куракан инвалидсене, çар çыннисен ача кĕтекен арăмĕсемпе ачисене пырса тивет.

Пенси фончĕ ачаллă çемьесене çак пособисемпе тивĕçтерĕ:

ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсене ача 1,6 çул тултариччен ÿстерме,

организаци хупăннине пула ĕçсĕр юлнă ача кĕтекен тата ача çуратнă хĕрарăмсене,

ача çуратнăшăн, пепкене усрава илнĕшĕн тата хĕсметре тăракан салтакăн ача кĕтекен мăшăрне – пĕр хут тÿлекен пособипе,

хĕсметре тăракан салтакăн ачине уйăхсерен пăхма.

Тÿлевсене тивĕçекенсем улшăнăва асăрхамĕç. Вĕсем пособисене яланхи пекех банк картти урлă е почтăра илĕç. Пенси фондне çÿресе чăрманмалла мар. Енчен те гражданинăн тÿлевсене илме право пур, анчах та вăл хальлĕхе унпа усă курман-тăк, унăн клиент службине çитсе заявлени памалла.

Пĕрремĕш тÿлевсене Пенси фончĕ урлă январĕн 17-мĕшĕнчен куçарма пуçларĕç. Çак тÿлеве январьшĕн январьтех куçараççĕ. Февральшĕн пособисене вара яланхи йĕркепе мартра, мартшăн апрельте параççĕ. Тÿлевсене банксемпе почтăсем урлă илме пулать.

Ыйтусем пур-тăк, Раççей Пенси фончĕн регионти контакт-центрĕн телефонĕпе 8-800-600-04-85 шăнкăравласа пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика