Чиртен сыхланмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2022, 09:19 Просмотров: 468

Коронавирус инфекцийĕн çĕнĕ штамĕ – «омикрон» – тĕнчипех сарăлма тытăнчĕ. Акă, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çывăх вăхăтра Европăри халăхсен 50 проценчĕ çак чире ертме пултарнине çирĕплетнĕ.

Чăваш енре ырă мар тĕслĕх çырăннă – иртнĕ эрнере пĕр çын «омикронпа» чирленине тупса палăртнă.

Раççей Президенчĕ çирĕплетнĕ тăрăх, çĕнĕ штампа кĕрешме çĕршывăн майсем çителĕклĕ пулмалла. Унăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн правительство ытти çĕршывсен опытне тимлĕ тишкерет, регионсемпе пĕрле ĕç планне хатĕрлет. «Омикронăн» тĕп симптомĕсем – пуç ыратни, апчхулатни, сăмса питĕрĕнни, пыра кăтăклантарни, ывăнни», – теççĕ специалистсем. Паллах, диагноза врач кăна лартма пултарать.

Ковидăн çĕнĕ варианчĕ чухне пĕрремĕш паллăсем хыççăн 3–4 кунран чир шала каять. Сывлав çулĕсем пÿлĕнсен, ÿт температури часах чакмасан тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Малтанхи штамсемпе танлаштарсан «омикрон» хăвăртрах аталанать. Инфекциллĕ этем пĕрремĕш кунĕнчех ыттисене чир ертме пултарать.

Хальхи вăхăтра эпидеми лару-тăрăвне çапла хакламалла. Пĕтĕмпе Чăваш енре ковид çаклатнă 47,4 пин çынна регистрациленĕ.

Статистика çакна çирĕплетет: чирлĕ пациентсенчен 15 проценчĕ – ачасем. Патшалăх çакна тимлĕхрех тытать.

Çитĕннисем хыççăн шкул ачисене те коронавирусран прививка тума пуçлĕç. Çав тĕллевпе кĕçех республикăна 25 пин вакцина килсе çитмелле. Палăртмалла, 12–17 çулсенчи ачасене «Спутник М» вакцинăпа прививка тăвĕç. Паллах ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика