Вăрнарта юсану центрĕ уçăлчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2022, 08:51 Просмотров: 349

Вăрнарта çывăх вăхăтрах çĕнĕ учреждени ĕçлеме пуçлать. Анчах ку пирĕн тăрăхшăн хăйне евĕрлĕ, халиччен пулман объект. Вăл уголовлă-пурнăçлав службин тытăмне кĕрет, 9-мĕш юсану колонийĕ çумĕнчи юсану центрĕ шутланать. Кунта суд хистевлĕ майпа ĕçлеттерме йышăннă çынсене çирĕплетĕç.

Ĕç вырăнĕ вара – Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ. Шăпах поселокри çак пысăк предприяти никĕсĕ çинче йĕркеленĕ те юсану центрне. Ăна ытларикун официаллă майпа уçрĕç. Мероприятие ФСИН-ăн республикăри управленийĕн ертÿлĕхĕ, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, экономика аталанăвĕн, ял хуçалăх тата ĕç министрĕсем Дмитрий Краснов, Сергей Артамонов тата Алена Елизарова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ытти чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç.

Айăпланнисене тытакан учреждени çывăхра пулни поселок çыннисене нумайăшне калаçтарать те, шухăшлаттарать те, тен, сисчĕвлентерет те пулĕ. Çитменнине, вăл колонисемпе танлаштарсан условисемпе çăмăлрах – çÿллĕ хÿмесĕр, йĕплĕ картасăр, йытăсемпе хуралламан – вырăн. Кунта янисен, ирĕкрен хăтарнисемпе танлаштарсан, мобильлĕ телефонсемпе, ноутбуксемпе усă курма, телевизор пăхма, куçăмсăр майпа вĕренме те ирĕк пур.

Анчах суд йышăнăвĕпе вĕсен çак ятарлă учрежденире пурăнмалла, вăй хурса тÿрленмелле. Хушнă ĕçрен пăрăнма право çук. УФСИН сотрудникĕсем ăнлантарнă тăрăх, кунта, тĕпрен илсен, айăплав тĕсĕ çăмăлланнисем – ирĕкрен хăтарни хистевлĕ ĕçпе ылмашăннисем – лекĕç.

Юсану центрĕ пирки вăрнарсен пулма пултаракан иккĕленĕвне федераллă уголовлă-пурнăçлав службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота сирме васкарĕ.

– Кунашкал учрежденисенчен ютшăнма-хăрама кирлĕ мар. Вĕсенче айăплав вăхăтне ирттерме чăнах та ĕçлесе юсанас, шалу илес тĕллевлисем, колоние таврăнас теменнисем – урăхла каласан, обществăна тухма хатĕррине хăйсене тĕрĕс тытнипе çирĕплетнисем – кăна тивĕçĕç. Çĕнĕ меслетпе тимлени вара – айăплав гуманизацийĕн тĕслĕхĕ. Патшалăх шăпах çак çул-йĕрпе пырассине суйласа илнĕ. Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ Федор Волков пуçарăва республикăра пĕрремĕшсен шутĕнче йышăнчĕ, проекта хутшăнма кăмăл турĕ. Тавах ăна çĕнĕлĕхрен шикленменшĕн. Юсану центрне ку предприяти çумĕнче уçнă май пĕр-пĕриншĕн усăллă, çав шутра экономика тĕлĕшĕнчен пайталлă, хутшăнусем йĕркеленессе шанатăп. Тен, «çул уçаканăн» тĕслĕхĕпе ытти ертÿçĕсем те хавхаланĕç, – терĕ вăл.

Бизнес представителĕсемпе пĕрле хута янă юсану учрежденийĕсен кирлĕлĕхне Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов та палăртрĕ. Пĕр енчен, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшу алли тăсни хаклă. Çав вăхăтрах ĕç вăйĕ хушăнни предприятисене те экономика тухăçлăхне ÿстерме, производствăна аталантарма майсем хушать. Юсану центрне тивĕçтерессипе çыхăннă тăкаксен пайне патшалăх хăй çине илет, тупăшĕ вара пĕтĕмĕшле организацие юлать. Тепĕр тесен, проекта кĕрекен организацисене налуксем тĕлĕшпе льготăсем пани те – пĕчĕк мар хавхалантару. Айăпланнисене йышăнма ĕç участокĕсем уçакансем валли ытти çăмăллăхсене те пăхса тухма хатĕррине пĕлтерчĕ экономика аталанăвĕн министрĕ.

Поселокри типĕтнĕ сĕт завочĕн никĕсĕ çинче хута кайнă юсану центрĕ – республикăра иккĕмĕш. Пĕрремĕшĕ Улатăр районĕнчи колони-поселени çумĕнче 2019 çултанпа ăнăçлă ĕçлет. Вăрнарти вара 51 çын вырнаçмалăх. Пурăнмалли вырăн общежити евĕр. Арçынсемпе хĕрарăмсен çывăрмалли уйрăм пÿлĕмсем, кухня, прачечнăй, уйрăм сĕтел-пукан... – чи кирли пĕтĕмпех пур. Çакна центра уçма хутшăннисем те паллашуллă çÿревре курма пултарчĕç.

Юсану учрежденийĕнчи йĕркене талăкĕпех службăра тăракан УФСИН сотрудникĕсем асăрхĕç. Айăпланнисен ĕç вырăнĕ, каларăмăр ĕнтĕ, заводра. Вĕсене çул ÿсĕмне, сывлăхне, специальноçе кура тĕрлĕ çĕрте тăрăшма явăçтарĕç, шалу та тÿлеме палăртнă. Çапла тÿрĕ çул çине тăма, обществăна кирлĕ çын пулма çирĕп майсем пур. Шанăçпа усă курма пĕлмелле кăна.

Ирина ЯКОВЛЕВА.      

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика