Ĕç вăйĕ çитмест. Мĕн тумалла?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2022, 08:52 Просмотров: 359

Тĕрлĕ сферăра кадрсем çителĕксĕр пулнă пирки республикăри, районсенчи лару-пухусенче тăтăшах калаçусем пуçараççĕ. Специалистсене вăл-ку организаци-учреждение явăçтарас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ программăсем те пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-ха. Шел те, çак ыйту пурпĕрех хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть.

Паллах, малашлăх – çамрăксен аллинче. Анчах та ăçта вĕсем, тăрăшуллă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те хресчен чунĕллĕ çамрăксемпе ĕç хастарĕсем, Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлес кăмăллисем?! Юнкун Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ çумĕнче иртнĕ ларăва çавра сĕтел майлă йĕркелерĕç, квалификациллĕ кадрсене предприяти-организацисене кирлине кура хатĕрлесси пирки калаçрĕç. Мероприятие Чăваш ен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсен, районти предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Хăшпĕр сферăра чăннипех кадрсен «выçлăхĕ» пуçланнă темелле. Специалистсем çитменни пирки «Энергостроймонтаж» ООО директорĕ Рифкат Киметов та хĕрÿллĕн калаçрĕ. Энергетиксем ĕç рынокĕнче питĕ кирлине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. «Вĕсене кĕске вăхăта пыракан курссенче хатĕрлеме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен энергетиксем паянах кирлĕ», – терĕ вăл. «Çавра сĕтел» тавра пухăннă ытти сумлă хăна та кадрсене хатĕрлес тĕлĕшпе ыйтусем хускатрĕ. Акă, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ветеринари тухтăрĕсем, Калинино райпо тытăмĕнче технологсемпе кондитерсем, çăкăр-булка пĕçерекенсем çитмеççĕ. Çамрăксем яллă тăрăхсенче тĕпленесшĕн мар, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнасшăн. Вĕсем хушшинче хресчен чунĕллисем сахалрах çав.

Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ Федор Волков та сăмах илчĕ. Вăл ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтармалла, рабочи профессийĕсемпе кăсăклантармалла, терĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентÿ учрежденийĕсен те, обществăн та яваплăха ÿстермелле. Патриотизм туйăмне вăйлатма ĕç лагерĕсем уçни те çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшĕ.

«Ача пĕчĕкрен хура тарпа пиçĕхнĕ çăкăр хакне пĕлмесен вăл çитĕнсен те çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса вăй хумĕ, – палăртрĕç «çавра сĕтел» тавра ларакансем. – Алра пĕрмаях кĕсье телефонĕ тытса ларакан, виртуаллă тĕнчере пурăнакан çамрăкăн малашлăхĕ иккĕленÿллĕ».

Производствăпа шкул саккинченех паллаштарни паха çимĕç паратех. Ку тĕлĕшпе пирĕн тăрăхра ырă тĕслĕхсем çук мар. Хăшпĕр шкулсене шефа илнĕ предприятисем пур.

Сывлăх сыхлавĕпе строительство отраслĕсенчи лару-тăру та савăнтармасть. Вăрнар тăрăхĕнче каменщиксем те, тухтăрсем (13 !) те çитменни аванах палăрать.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов яш-кĕрĕмпе тата хĕр-упраçпа профориентаци ĕçĕсем ирттерни, çамрăк специалистсене епле хавхалантарни пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Районта çамрăк кадрсене яллă тăрăхсенче тăрăшма илĕртес тесе ятарлă программа хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Ун пекки республикăра çук. Программăпа килĕшÿллĕн Вăрнар районĕнче тимлес кăмăллă 35 çулчченхи çамрăк специалистсене çурт-йĕр çĕклеме тата туянма 500 пин тенкĕ уйăрма пăхнине пĕлтерчĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн бази çумĕнче IT-Куб тухăçлă тимлет. Мероприяти пуçланиччен унăн ĕçĕпе хăнасем те паллашма ĕлкĕрнĕ. Ольга Львова директор тепĕр пуçаруллă утăм тума палăртнине пĕлтерчĕ. Малашлăхра техникумра агрокуб – биотехнологи, генетика тата физиологи лабораторийĕ – уçăлмалла. Ольга Львова тăрăшуллă студентсем техникум мăнаçĕ пулнине çирĕплетрĕ. Акă, сăмахран, пулас ветфельдшерсен ушкăнĕнче   Чăваш енри чылай районтан килнĕ çамрăксем пĕлÿ пухаççĕ. Студентсем Ульяновск облаçĕнчен те пур иккен. Вĕсем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пулас ветеринарсем валли техникумра ятарлă оборудовани вырнаçтарнă лабораторие ĕçе кĕртме планлаççĕ.

,çлекене хавхалантараканĕ – лайăх шалу. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов специалистсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлемелле, терĕ. Андрей Владимирович çавăн пекех рабочи профессийĕсен ят-сумне çĕклес тесен пур структурăн та пĕр тĕллевпе тăрăшмаллине палăртрĕ.

Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров кадрсене хатĕрлес енĕпе çыхăннă сĕнÿсене, мал опыта тимлĕхе илнине, çитĕннисем ку чухнехи ăрушăн яваплă пулнине çирĕплетрĕ. Пултаруллă, çивĕч ăслă специалистсене Чăваш енрех хăварма тăрăшмаллине палăртрĕ.

Министр çак кун Кĕçĕн Кипекри шкул коллективĕпе те тĕл пулнă. Пĕлÿ çуртĕнче тĕплĕ юсав ирттермелле. Дмитрий Захаров вĕрентекенсемпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика