Çĕршыва хÿтĕлесси яланах хисеплĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2022, 09:22 Просмотров: 220

Шкултан вĕренсе тухакансем умĕнче паян професси суйлавĕ анлă: пурнăçра хăш çулпа утăмлама ĕмĕтленетĕн, çавна суйла. Анчах никамшăн та вăрттăнлăх мар: яланлăхах чи хисеплĕ те мухтавлă ĕçсенчен пĕри – офицерăн паттăрла профессийĕ – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси.

Хальхи вăхăтра Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕ çак вĕрентÿ организацийĕсенче пĕлÿ пухма кандидатсене палăртать: Тип çĕр çарĕсен ВУЗ-ĕсем (Мускаври пĕтĕмĕшле çар, Хусанти танк, Новосибирскри команда, Рязаньти сывлăш-десант, Тюменьти çар-инженери училищисем, Санкт-Петербургри артиллери академийĕ); Воронеж, Сызрань, Челябинск хулисенчи çар-сывлăш академийĕсем, Краснодарти летчиксене хатĕрлекен аслă училище; çар-космос академийĕсем (Санкт-Петербург, Тверь); РВСН академийĕсем (Балашиха, Серпухов); çыхăну вĕренÿ заведенийĕсем (Санкт-Петербургри академи, Краснодарти аслă училище); тинĕс флочĕн ВУЗ-ĕсем (Санкт-Петербург, Калининград, Владивосток, Севастополь); МТО академийĕсем (Санкт-Петербург, Вольск, Пенза, Омск) тата Череповецпа Мускаври çар университечĕсем; Çар-медицина академийĕ, Физкультура çар институчĕ (Санкт-Петербург); Санкт-Петербургри, Саратоври, Пермьри, Новосибирскри ФСВНГ институчĕсем; Мускаври гражданла хÿтĕлев академийĕ.

Компьютер технологийĕсен ĕмĕрĕнче информацие хÿтĕлессипе çыхăннă специальность питĕ кирлисен шутĕнче. С.М.Штеменко ячĕллĕ Краснодарти аслă çар училищинче, акă, «Автоматизациленĕ системăсен информаци хăрушсăрлăхĕ» енĕпе çар специалисчĕсене хатĕрлеççĕ. Кунта аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме май пур. Ку вĕренÿ заведенийĕсенчен тухакансене Патшалăх вăрттăнлăхĕсене хÿтĕлекен служба должноçĕсене çирĕплетеççĕ.

Çар училищинче аслă пĕлÿ илекенсен 5 çул вĕренмелле. Выпускник лейтенант званийĕпе тухать. Вăтам професси пĕлĕвĕн тапхăрĕ – 2 çул та 10 уйăх, аттестатăн вăтам балĕсене пăхса вĕренме илеççĕ. Диплом илнĕ выпускник прапорщик званине тивĕçет.

Çар училищинчи курсантсем пĕтĕмĕшле патшалăх тивĕçтерĕвĕнче шутланаççĕ: тÿлевсĕр вĕренÿ, пурăнмалли вырăн, апатлану, форма тумтирĕ тата ытти. 1-мĕш курсра вĕсем казарма евĕр общежитисенче пурăнаççĕ, ун хыççăнхи курссенче – пÿлĕмсенче 2–3-шер çын. Курсантсен апатланăвне «швед сĕтелĕ» майлă йĕркеленĕ. Укçа тивĕçтерĕвĕ тин вĕренме кĕнисен, призывпа службăра тăракансенни пекех, 2000 тенкĕпе танлашать, 2-мĕш курсран – 13000 тенкĕ.

Çар çыннисен пенсие тухассипе те çăмăллăхсем пур. Кирлĕ чухлĕ çул ĕçлесе татсан, 35–45 çул тĕлне, çар пенсийĕ алăра пулать тата Раççейри кирек хăш регионра тÿлевсĕр çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ.

Çар училищисенче вĕренме кăмăл тăвакансене çар комиссариатĕнче кĕтетпĕр. Телефонĕ  2–12–72.

М.Ерилеева,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕн чаç пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика