Çырура палăртнине пурнăçласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2022, 09:22 Просмотров: 315

Олег Николаев иртнĕ çулхи документра та кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ чылай ĕç палăртнăччĕ. Республикăн 2035 çулчченхи аталанăвĕн Стратегине пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Вăл тăван регион илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк утăмсем тума май парĕ.

Çырури тĕллевсене ĕçе кĕртессипе Вăрнар районĕ те хăйĕн тÿпине хыврĕ. Пандеми условийĕсенче талпăнма тиврĕ пулин те социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи çирĕплĕхе çухатмарĕ. Пурнăçа кĕтмен çĕртен килсе кĕнĕ хăрушă амак, паллах, районта пурăнакансемшĕн пĕлтĕр те тĕрĕслев вырăнĕнче пулчĕ. Апла пулин те промышленность кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ытти предприяти-организацисем ĕç тухăçлăхне чакармарĕç.

Республикăра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçласа медицина объекчĕсене тăвасси тата юсасси тĕпре. Пуçламăш медицина пулăшăвне çĕнетесси те чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутне кĕрет. Иртнĕ çул пирĕн районта харăсах пилĕк ялта – Шĕнер Ишекре, Çăкаллă Явăшра, Туçи Çармăсра, Пăваялĕнче тата Кив Мĕлĕшре – çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç. Çакă ял çыннисен чĕрисене мĕн чухлĕ савăнăç кÿнине сăмахпа çырса пама çук. Чи кирли – вĕсем халăх сывлăхĕшĕн, вĕсен пурнăç тăсăмĕшĕн, кирлĕ вăхăтра пулăшу парассишĕн ĕçлĕç.

Чăваш ен пилотлă регионсен шучĕпе Раççей ,çлев министерствин социаллă контракт мелĕпе усă курса чухăнлăха чакармалли проектне хутшăнчĕ. Олег Николаев асăннă меслетĕн витĕмлĕхне тата унăн малашлăхĕ пуррине палăртрĕ. «Тĕллевлĕ индикатор пур – 2025 çул тĕлне республикăри чухăнлăх шайĕн кăтартăвĕ сахалтан та 14,3 процент таран чакмалла», – терĕ вăл. Вăрнар районĕнче социаллă контракт йĕркипе 76 çын хăйĕн тупăшĕн шайне ÿстернĕ.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ те тимлĕхрех. Пĕлтĕр районти икĕ шкулта – Çĕрпелте, Ярмушкара тата Кÿстÿмĕрте – çутçанталăк пĕлĕвĕпе наука тата технологи çул-йĕрĕллĕ «/сĕм вырăнĕн» центрĕсене уçнă. Вĕсем чăннипех те çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантарма май параççĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсене юсасси те кун йĕркинчен тухмасть. Çырура палăртнине пурнăçласа пĕлтĕр Вăрнар тăрăхĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен юсавĕ валли пĕтĕмпе 30 миллион ытла тенкĕ тăкакланă.

Тепĕр витерекен тема вăл – пурнăçри мĕнпур ĕç-хĕле цифрăласси. Шкулсем, ФАП-сем пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăннă.

Культура еткерлĕхне ĕмĕрлĕх упраса хăварассипе те утăмсем тунă. Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван пуçарăвĕ-сĕнĕвĕпе, акă, иртнĕ çул Çĕрпелти картина галерейине «цифра» çине куçарассипе, урăхла каласан – кашни портрета фотоаппаратпа ÿкерсе компьютера кĕртессипе – ятарлă ушкăн тимлерĕ. Ку – питĕ пысăк ĕç.

Çурт-йĕр строительствин калăпăшне ÿстересси те стратегилле тĕллев пулса тăрать. Пирĕн районта ку енĕпе «Вурнарская» МСО тухăçлă ĕçлет, çулсерен пахалăхлă та хăтлă çуртсем хута ярать.

Иртнĕ çул вĕçĕнче «Культура» наци проекчĕпе районти централизациленĕ библиотека тĕлĕнмелле çĕнелчĕ. Çĕнĕ ăру библиотекин халăха вулавпа тивĕçтерес тĕлĕшпе палăртнă тĕллевĕсем те, майĕсем те пысăк. Мухтанма пултаратпăр – ман шутпа, вăл ытти районсенчен чи хитри-хăтли пулса тухнă.

Паллах, Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çул Çырура палăртнă тĕп темăна – халăхăн тылри паттăрлăхне – манмалла мар. 2021-мĕшне Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте тăрăшнă асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен ĕçри иксĕлми вăй-халне халалланă. Районта ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ те ку темăна анлă çул пачĕ. Авторсен асаилĕвĕсем час-часах кун çути курчĕç. Уйрăмах вулакансене Федор Кузьмин таврапĕлÿçĕн документаллă материалĕсем тыткăнлаççĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика