Мăнаçлăх туйăмне вăратакан музей

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.03.2022, 16:22 Просмотров: 526

IMG-20220322-WA0007

Шупашкарта «Çĕнтерÿ Пуйăсĕ» пуласси пирки çырнăччĕ. Виçĕ кун хушшинче унта çĕр-çĕр çын, ытларахăшĕ ачасем, пулса курнă.

Шел те, урапаллă музея кашниннех çитсе курма май килмерĕ. Мĕншĕн тесен музее кĕрсе курмалли тÿлевсĕр билетсене регистраци уçăлсан виçĕ минутранах илсе пĕтернĕ.

– Тĕлĕнмелле хăйнеевĕрлĕ курав йăлт вăрçă тапхăрне куç умне кăларчĕ. Хамăр çав событисене хутшăннă тейĕн. Наушниксенчен 3D форматпа вăрçă пулăмĕсем пирки каласа кăтартакан сăмахсем чăнлăха уçрĕç, совет салтакĕсен паттăрлăхне куç умне кăларчĕç, – пĕлтереççĕ, акă, Аçăмçырминчи шкулта вĕренекенсем.

«Çĕнтерÿ Пуйăсне» курма ку шкулти çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем тивĕçнĕ. «40 минута тăсăлакан экскурсирен ачасем тарăн шухăшпа тухрĕç. Музейри эспозицисем тыткăнлани тÿрех палăрчĕ. Киле килнĕ чухне çул тăршшĕпе мĕн курнине сÿтсе яврĕç», – пĕлтерчĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Ирина Николаевна Белова.

«Çĕнтерÿ Пуйăсĕ» кашнин чĕринче мăнаçлăх туйăмне вăратать. Вăл тематикăллă тăхăр вакуна пĕрлештернĕ, çиччĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин саманчĕсене çутатнă. Экспозицисем мирлĕ пурнăçа, фронт çул-йĕрне, концлагере, санитари, мунчапа прачечнăй, штаб вакунĕсене, бронепоезда тата киле таврăннине сăнланă.

Ку проект Раççей Наука тата аслă пĕлÿ министерстви тата Раççей чукун çулĕсем пуçарнипе 2020 çулта старт илнĕ.

Каламалла, 2010 çулта Вăрнарта Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Раççей чукун çулĕсем йĕркеленипе Çĕнтерÿ Пуйăсĕ чарăннăччĕ. Ăна курма чукун çул вокзалне çын çав тери йышлă пуçтарăннăччĕ.

Светлана Чикмякова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика