Çурхи кун – çулталăклăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.06.2022, 16:06 Просмотров: 808

DSC 0147

Тырпул çитĕнтерекенсен ĕçĕ пархатарлă. Сĕтел çăкăр-тăвартан пуян пултăр тесен хресченĕн çичĕ тара ÿксе вăй хумалла.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне аграрисем пĕрчĕллĕ культурăсене 13654 гектар акнă, çав шутра урпа – 6360 гектар, çурхи тулă – 3411, сĕлĕ – 163, пăрçа – 315, вика – 124, йĕтĕн – 140, соя – 53, рапс – 100. Кукуруза лаптăкĕсем те пур. Выльăх апачĕлĕх   1264 гектар акса хăварнă. Палăртмалла, çав шутран 1000-шĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи. Предприятире кукурузăна тĕшĕлĕх те акнă. Ĕç кăтартăвĕ – 350 гектар.

– Кăçалхи çанталăк условийĕсем çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлама чăрмантарчĕç пулин те эпир «çурхи кун çулталăк тăрантарать» тенине асрах тытатпăр. Уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр, – тет аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов. – Тĕш тырăсене пĕтĕмпех акса пĕтертĕмĕр ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра кукуруза пуссинче те ĕç вĕçленмелле.

Предприятире çак вăхăт тĕлне çурхи культурăсен лаптăкĕ 3300 гектар йышăнать. Сыснасем те, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх те йышлă пулнăран урпа валли 1850 гектар таранах уйăрнă.   Иртнĕ çул хура çĕре 2443 гектар шуратса хăварнă.

– Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿлĕхĕ мехпарка çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăрать. Хăватлă техника ĕç тухăçлăхне ÿстерме, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме пулăшать. Ĕç çыннисем те хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлас тесе ырми-канми тимлеççĕ, – çирĕплетрĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Денис Константинов.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика