Пирӗн ентеш -  Алексей Александрович Воробьев поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа  Мӑн Явӑш шкулӗнче чаплӑ уяв ирттерчӗҫ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.04.2023, 16:17 Просмотров: 472

DSC 0250

Пӗлтерӗшлӗ мероприятие ятлӑ-сумлӑ хӑнасем ҫитрӗҫ. Вӗсем йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай, чӑваш писателӗсен союзӗн председателӗ Улькка Элмен пулчӗҫ. Хӑнасем Алексей Воробьевӑн поэзири пултарулӑхне пысӑк хурса хакларӗҫ.  Мӑн Явӑш ялӗн мухтавлӑ ывӑлӗ хӑйӗн хайлавӗсенче пур темӑна та ҫутатнине палӑртрӗҫ. Малашне поэта халалласа Мӑн Явӑшра Воробьев вулавӗсене йӗркелеме сӗнчӗҫ. Мероприятие ирттерме пулӑшма шантарчӗҫ.
  Алексей Воробьев 1922 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче  Мăн Явăшра çуралнă.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл фронтра та пулнӑ. Сталинград патӗнче пынӑ ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ.
Талантлӑ ҫын пур енӗпе те талантлӑ, теҫҫӗ. Агрономра та вӑй хунӑ.  Поэт Чăвашрадио тата телевидени комитетĕнче ял хуçалăх передачисен редакторĕнче те тимленĕ.
Алексей Воробьев 1965-1967 çулсенче Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ литература институчĕ çумĕнчи  аслă курсра пӗлӗве тарӑнлатнӑ. Вӑл СССР писателĕсен союзĕн членĕ(1964), Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине те тивӗҫнӗ. Алексей Воробьевӑн паллă кĕнекисем: «Юратнă сăнсем» (1961), «Çунатлă туйăм» (1963), «Кăвак шевле» (1967), «Юпа уйăхĕ» (1971), «Кăнтăрла» (1972), «Йăмра» (1974), «Хиртех ман чун»(1982).
Мӑн Явӑш шкулӗн вӗренекенӗсем ентешӗн сӑввисене  мӑнаҫлӑн каларӗҫ. Вӗсем Валерий Туркая та савӑнтарчӗҫ, унӑн сӑввисене те пӑхмасӑр вуларӗҫ. Ачасем юрӑ-ташӑра та ӑста пулчӗҫ. Учительсем те пултарулӑх номерӗпе концерта пуянлатрӗҫ.
 Литература лаҫҫинче ырми-канми тимлекенсем пуш алӑпа килмен. Валерий Туркай поэтпа Улькка Элмен ҫыравҫӑ  хӑйсем ҫырнӑ кӗнекисене Мӑн Явӑш шкулне парнелерӗҫ. Калас пулать, хӑшпӗр парнисене концерта хутшӑннисем те тивӗҫрӗҫ. Надежда Федорова директор хӑнасене чӗререн тав турӗ.
Уява Алексей Воробьевӑн тӑванӗсем те хутшӑнчӗҫ. Роза Кондратьева, чылай ҫул Раҫҫей Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑскер, куккӑшӗпе - Алексей Воробьевпа - мӑнаҫланнине ҫирӗплетрӗ. Чӑн та, литература тӳпинче Алексей Воробьев ячӗ ҫут ҫӑлтӑр пекех ялкӑшать.
Тӗплӗнрех- "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗнче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика