Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.04.2023, 14:53 Просмотров: 592

photo1682506623

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ялта пурăнакан пултаруллă ветерансем, клубра ĕçлекенсем, библиотекарьсем, садик ĕçченĕсем пĕтĕм чăвашпа пĕрлешсе, савăнса диктант çырчĕç. Кăçалхи диктанта Иван Яковлевич ячĕпе çыхăнтарнă. Иван Яковлев пӗтӗм ӗҫ-хӗлне вӗрентӗве йӗркелесе чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассине халалланӑ. Диктант çырма  пухӑннисем Иван Яковлев тунӑ ӗҫсен пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Вӑл пирӗн халӑха ҫырулӑх парнелесе вӗренӳ ӗҫне йӗркеленӗ. 1868-мӗш ҫулта 20 тултарнӑ каччӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ. Малтанах ачасене хӑйӗн хваттерӗнче ӑс панӑ: вулама-ҫырма тата шутлама вӗрентнӗ. Унтан уйрӑм ҫурта куҫса Чӗмпӗр чӑваш шкулне йӗркеленӗ. Унта учительсене хатӗрленӗ, чиркӳ тата ял хуҫалӑх ӗҫне вӗрентнӗ, ыркӑмӑллӑх юхӑмне пуҫарса янӑ. Пултаруллӑ хресчен ачисене тӗрлӗ енлӗ аталантарнӑ. Иван Яковлев ҫине тӑрса ӗҫленине кура 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш интеллигенцийӗ аталанма пуҫланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулас вӗрентекенсемпе пӗрлех обществӑпа политикӑра тӑрӑшакансене, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсене, ӳнерҫӗсене, ҫар ҫыннисене хатӗрленӗ. Унтан вӗренсе тухнисем театрпа кино, музыка тата литература ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Иван Яковлев тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе тӗрри-эрешне упраса хӑварассине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Чӑваш культури аталанӑвӗнче унӑн тивӗҫӗ калама ҫук ҫӳллӗ шайра. Вӑл хӑйӗн халалӗнче ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр пире ырӑ ӗҫсем туса усӑллӑ ҫын пулма, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме, вырӑс халӑхӗпе туслӑ пурӑнма хушса хӑварнӑ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика