Комментарий гендиректора АО "Вурнарский мясокомбинат" Н.Аливанова по отчету Главы Чувашии М.Игнатьева

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.04.2018, 16:11 Просмотров: 951

DSC 9568Николай АЛИВАНОВ,

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ:

– Эпир Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн отчетне тимлĕ итлерĕмĕр. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ял хуçалăхне аталантарасси пирки пысăк вырăн уйăрчĕ.

Юлашки виçĕ çула илес пулсан, ку тытăмра ĕçлеме çав тери кăсăклă тата кăмăллă пулчĕ. Чăваш Республики ĕмĕртен выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине мала хунă, туса илнĕ тырпула чăвашсем ĕлĕкренех выльăх-чĕрлĕх урлă кăларнă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те çавнашкалах ĕçлесе пырать.

Комплекссем, ĕне витисем çĕклеме юлашки виçĕ çулта патшалăх енчен пулăшăва нумай туйрăмăр. Ку программа ĕçленĕ чухне, паллах, унпа усă курмалла, аталанас тĕллевпе ытларах ĕçлемелле. 2018 çулта эпир çĕнĕ витесем çĕклесшĕн, халĕ проекта хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем 2000 пуç пăру вырнаçмалăх пулĕç.

Паянхи кун сĕт хакĕ чакрĕ, анчах та яланах кунашкал пулмĕ. Пысăк продуктивлă ĕнесем тытни тупăшлă, кашни ĕнешĕн пире республика укçа тавăрса парать. Çавăн пекех юлашки çулсенче кашни гектар çĕрпе усă курнăшăн, çавăн пекех элита вăрлăх туяннăшăн 30 процентне республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Çакă пур хуçалăха та пахалăхлă тырпул акса çитĕнтерме май парать.

Маларахри çулсене илес пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсем 15 процентлă кредитсемпе усă куратчĕç. Халĕ ку пулăшу тата çăмăлланчĕ – икĕ çул ĕнтĕ процент ставкине 2–3 процент кăна хăварчĕç. Çакă – çĕр ĕçĕпе тимлекенсемшĕн питĕ пысăк пулăшу, ку программăна хуçалăхсем аталанма пултарччăр тесе йышăннă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ ака лаптăкĕсене, выльăх шутне çулсеренех ÿстерсе пырать. Сĕт, аш-какай  туса илессипе кăтартусем пысăкланчĕç. Паллах, йывăрлăхсем те çук мар, анчах та алă усса ларнипе малалла каяймăн. Республика Правительствине тав, вăл ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене нумай енлĕ пулăшма тăрăшать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика